Пур хыпар та
Фестиваль
24 Декабрӗн 2025, 11:00

Пушкăртстанра тăлăп тăхăнса йĕлтĕрпе чупма йыхравлаççĕ

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Тура-хан» визит центрта (Чишма районĕ) «Тулуп Байрам» («Тăлăп Уявĕ») çĕнĕ çул фестивальне ирттереççĕ.

Пушкăртстанра тăлăп тăхăнса йĕлтĕрпе чупма йыхравлаççĕ
Пушкăртстанра тăлăп тăхăнса йĕлтĕрпе чупма йыхравлаççĕ

Куçса çÿрекен халăхсен цивилизацин Еврази музейĕ ăнлантарса панă тăрăх, хăйне евĕр уява пушкăртсен хĕллехи тумтирне – тăлăп, кăçатă, шел тутăр тата ытти наци элеменчĕпе çыхăннă ăшă япаласем -  упраса хăварас тата халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Мероприяти программине тăлăп тăхăнса йĕлтĕрпе пĕр çухрăма чупассине кĕртнĕ. Унсăр пуçне чи лайăх тумтир, халăх ваййи конкурссем иртĕç, чей ĕçессипе савăнăçлă концерт та пулĕ. Фестивале кирек хăш ÿсĕмри çынсем те хутшăнма пултараççĕ – ватти-вĕтти пурте.

Республикăри Куçман объектсен культура еткерне сыхласа хăварас тата унпа усă курас енĕпе ĕçлекен наукăпа производство центрĕн директорĕ Данир Гайнуллин пĕлтернĕ тăрăх,  музей команди Çĕнĕ çул каникулĕнче чăн-чăн илемлĕ те хаваслă уяв йĕркелеме палăртать.

- Пирĕн халăхшăн сивĕри ăшă тăлăпсем, кĕрĕксем, кăçатăсем, маллахайсем (хăлхаллă çĕлĕк) юмахри хатĕр пулнă. Пĕтĕм тумтир ăшă туйăмсемпе йăла-йĕркене упрать. Пирĕншĕн хĕлле тата Çĕнĕ çул çак хăтлăхпа тачă çыхăннă. Нумайăшсен паянхи кун та арчасенче аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсен вăрăм тăлăпĕсем упранаççĕ. Вĕсемпе аслă ăру лаша çуни çине ларса уявсене çÿренĕ, хăнара пулнă. Манăн асатте асаннепе пĕрле сурăх тирĕнчен çĕленĕ вăрăм тăлăп пĕркенсе кÿршĕ яла лашапа кайнине эпĕ хам та аставатăп. Вăт ку чăн-чăн çĕнĕ çул ăшши, ачаран килекен ăшă. Эпир пурне те уява йыхравлатпăр, хăвăрăн тăлăпăрсене, кăçаттăрсене, кĕрĕкерсене илсе килĕр, - тенĕ Дамир Гайнуллин.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас