

Çак кунсенче Ĕпхÿ пӗтӗм ҫӗршывран килнĕ пин ытла ҫамрӑк талантсене йышӑнчĕ, темиҫе кунлӑха Раҫҫейри ача-пӑча халӑх пултарулӑхӗн центрĕ пулса тӑчĕ. Фольклориадăна ҫӗршыври 80 регионтан, Саха (Якути) Республикинчен Пуҫласа Калининград облаҫӗпе Луганск Халӑх Республики таран, йыхравланă. Мероприятие хӑйсен тӑрӑхӗнчи фольклор йӑли-йӗркипе паллаштарса пурӗ 78 пултарулӑх ушкăнĕ тата 8 солист хутшӑннă.
Фольклориадăра 10-18 ҫулсенчи ачасем хутшăнаççĕ. Вӗсем халӑх пултарулӑхне халӑх юрри-ташши, кĕвĕ инструменчӗсемпе йӑлана кӗнӗ культурăпа фольклор, йӑла-йӗрке тата наци вӑййисем урлă паллаштараççĕ. Хутшӑнакансен пӗтӗмӗшле йышӗ – 1200 ҫын. Вĕсене пурне те вырнаçтармалли вырӑнсемпе, куҫса ҫӳреме автобуссемпе тивĕçтернĕ.
Сăн ÿкерчĕксен авторĕ - https://vk.com/folkloriade