Урал сасси
+21 °С
Облачно
Фестиваль
8 Августа , 08:00

Сӑра фестивальне 52 пин хӑна ҫитсе курнӑ

Кӑҫал та Шупашкарта Сӑра фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Хальхинче унта 52 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Ҫапла пӗлтерет Чăваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви.

Сӑра фестивальне 52 пин хӑна ҫитсе курнӑСӑра фестивальне 52 пин хӑна ҫитсе курнӑ
Сӑра фестивальне 52 пин хӑна ҫитсе курнӑ

Аса илтеретпӗр: мероприяти утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Фестивале кӑҫал 63 экспонент хутшӑннӑ: ҫав шутра 28-шӗ – сӑра вӗретекен компанисем, 35-шӗ общество апатланӑвӗн организацийӗсем.

 

Фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ. Вӑл ун чухне ҫапла палӑртнӑ: пӗрремӗш ҫул фестивале 18 пин хӑна пухӑннӑ, икӗ ҫултан – 45 пин ҫын, кайран – 50 пин. Пӗлтӗр вара 55 ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал фестиваль пиллӗкмӗш хут иртнӗ – пӗчӗк юбилей темелле. Хальхинче пӗлтӗрхинчен сахалрах ҫын килнӗ - 52 пин ҫын.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас