Урал сасси
+13 °С
Облачно
Фестиваль
20 Августа , 13:00

Пушкӑртстан «Раҫҫей техĕмĕсем» гастрофестивале хутшӑнать

Август уйăхĕн 13- 23-мĕшĕсенче Мускавра ВДНХ комплексĕнче  «Раҫҫей техĕмĕсем» («Вкусы России») V Наци гастрономи фестивалӗ иртет. Унта çĕршыври апат-çимĕç йӑли-йӗркисен пуянлӑхӗпе 75 регион  производительĕсем паллаштараççĕ.  Пушкăртстан чысне Элшей районĕнчи производительсем хÿтĕленĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкӑртстан «Раҫҫей техĕмĕсем» гастрофестивале хутшӑнатьПушкӑртстан «Раҫҫей техĕмĕсем» гастрофестивале хутшӑнать
Пушкӑртстан «Раҫҫей техĕмĕсем» гастрофестивале хутшӑнать

Элшей районĕн пуçлăхĕ Наиль Абелгузин  каланă тăрăх, Пушкăртстан техĕмлĕ пыл, кăмăс, чак-чак, баурсак тата аш-какайран хатĕрленĕ апатсем тăратнă. Ресторан картишĕнче шеф-поварсем бишбамак, крабран Хĕвел тухăç пулă яшкине, Осети кукăльне тата Дагестанри чуду (çÿхе пашалăва тĕрлĕ апат-çимĕç хурса хутлатаççĕ) хатĕрленĕ.

ФестивальРаҫҫейрихалӑхсенпӗрлӗхӗнçулталӑкӗнвитĕмĕпеиртет. Курава Пермьрен илсе килнĕ хурăн çăпанĕнчен (чага) пуçласа Рязаньти палан кукли таран тăратнă.  Фестиваль лапамĕсенче 1,5 млн ытла çын пулса курнă.

Культурапрограммине кĕнĕ  ăсталăх классĕсем, фольклор ушкăнĕсен номерĕсем тата квест-лотерея фестивалӗн кашни кунне тутлăхпа туслăх уявне ҫавӑрнӑ.

Автор:Инга Алексеева