+7 °С
Ясно


Мероприятире фермер продукчӗсен ярмӑрккине, сыр лавккине, пыл, «Кăмăс ялĕ», «Экоял» лапамсем, ăсталăх класĕсем йĕркелĕç, пултарулăх ушкăнĕсен юрă-кĕвĕ номерĕсем пулĕç.
Фестивальте «Сĕт циркĕ» ҫемье труппи пуçласа хăйĕн номерӗсемпе савăнтарĕ. Ҫавӑн пекех унта ачасем валли интерактивлӑ лапамсем пулӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, "Сӗт ҫӗршывӗнче" хӑнасене пурне те пĕр стакан сĕтпе хăналĕç. Мероприяти 10:00 сехетре пуҫланӗ. Унта ирĕклĕ майпа кĕме пулать.