

Фестивале регион правительстви пулăшнипе «Деловая женщина» клуб тата Иваново облаçĕнчи Туризмпа тараватлăха аталантармалли центр йĕркеленĕ.
Асăннă мероприяти нумай çул хушши йăла-йĕркесене, хальхи юхăмсене, çĕнĕ шухăшсене пĕрлештерекен, Вячеслав Зайцев эткерлӗхне асра тытса мода тӗнчинчи ҫӗнӗ ятсемпе паллаштаракан, пултаруллă дизайнерсем тĕл пулакан вырăн шутланать.
Вячеслав Зайцев ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери ХХ мода фестивальне пирĕн ентеш, Алена Силпи пултаруллă юрăçă, хутшăнни уйрăмах кăмăллă пулăм. Вăл унта сумлă Кĕмĕл Феникс наградине тивĕçнĕ. Алена юрăсене юрланă чух тăхăнакан сцена костюмĕсене курава тăратнă: «Берегиня Руси» вырăс халăх тата «Илем. Красота, переданная через века» стилĕсемпе çыхăннисене.
Жюри сцена тумĕсен чăваш коллекцине уйрăмах палăртнă. Кунти кашни костюм тумтир кăна мар, сцена çинче хальхи пек янăракан авалхи тĕрĕсемпе эрешсен оди шутланать.
Уйрăмах наградăна халăх йăли-йĕркисене упранăшăн панине палăртса хăварас килет. Алена Силпи юрăç наци культури чĕрĕ хавхалану çăлкуçĕ тата çĕршыври чи сумлă лапамсенче илемлĕ те чуна çывăх хаклăх пулнине çирĕплетет.
Алена фестивале Мускав хулинчи «Караван Инфо» пĕтĕм тĕнчери информаци агентстви пулăшнипе хутшăнма пултарнă. Юрăçă асăннă агентствăн тĕп директорне тата редакторне Дамиля Сулейменовна Тасмагамбетована конкурса йыхравланăшăн тата пулăшу панăшăн тав тăвать.
Алена Владимировнăна тивĕçлĕ наградăна илнĕ ятпа саламлатпăр. Кĕмĕл Феникс çĕнĕ çитĕнусемпе хавхаланусем илсе килтĕр!
Татьяна БОЛКОНСКАЯ. Мускав хули.