Урал сасси
+17 °С
Облачно
Фестиваль
8 Сентября , 16:20

Çтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнă

Сентябрь уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче Çтерлĕ хулинче «Купса 2.0» («Купец 2.0») фестиваль иртнĕ. Кăçал ăна хула 260 çул тултарнине халалланă.  Пиллĕкмĕш хут йĕркелекен мероприяти 300 ытла алĕç ăстине пухнă, çав шутра ют çĕршыврисем те пулнă.

Çтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнăÇтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнă
Çтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнă

Истори енчен илсен, Çтерлĕ хули пĕлтерĕшĕпе уес хулинчен республикăри  иккĕмĕш тĕп хула шайне çĕкленнĕ. Хайĕн тăрăшуллăхĕпе, пуçаруллăхĕпе,  халăхсен хушшинчи туслăха пула. Малтанах кунта иккĕмĕш Кĕтерне патша указĕпе Тăвар пристанĕ йĕркеленĕ. Пĕчĕккĕн çуртсем çĕкленнĕ, урамсем никĕсленнĕ. XIX ĕмĕрте вăл пысăк суту-илÿ центрне çаврăннă.

Фестиваль хăнисене хула 260 сул тултарнă ятпа Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров саламланă. Вăл тĕрлĕ лапамсенче халăхсен пуян та кăмăла çĕклекен  культурипе, йăли-йĕркипе паллашнă. Радий Фаритович Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕн (ертÿçи – Оксана Федорова) хастарĕсем хатĕрленĕ лапамра та пулнă. Кунта ăна чăваш сăрипе тата наци апат-çимĕçĕпе сăйланă. Паллах, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк те тунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Çтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнă
Çтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнă
Çтерлĕри «Купса 2.0» фестивальте республика пуçлăхĕ чăваш лапамне тимлĕх уйăрнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас