Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
18 Ноябрӗн 2023, 17:45

Ĕпхÿри бизнес эрнине декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсĕç

Раççей Федерацин Суту-илÿпе промышленность палатинче Ĕпхÿре иртекен «Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни – 2023» XVI форумăн программине пăхса тухнă май ăна декабрь уйăхĕн пуçламăшĕччен тăсма йышăннă тесе пĕлтернĕ республика правительствин пресс-служби.

Ĕпхÿри бизнес эрнине декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсĕç
Ĕпхÿри бизнес эрнине декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсĕç

Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров хăй тухса калаçнă чухне кăçал Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрни декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсăлнине тата ятарлă кунсем кĕртнине палăртнă. Ятарлă кунсем экономика ыйтăвĕсене тĕплĕнрех сÿтсе явма кирлĕ пулаççĕ.

ПР премьер министрĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика аталанăвĕн тата инвистици политикин министрĕ Рустам Муратов форумăн юлашки ятарлă кунĕ пирки ăнлантарса панă. Çак кун пĕтĕмĕшле Раççей Федераци субъекчĕсенчен килнĕ экономика министрĕсемпе координаци канашлăвĕ ирттерме палăртаççĕ. Кашашлăва РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Решетников та килсе çитме шантарнă. Мероприяти планĕпе федераллă министр, çавăн пекех республика пуçлăхĕ, РФ Патшалăх Думин тата Федераллă Пухăвăн представителĕсем хутшăннипе 9 сехете тăсăлакан интенсив-канашлу иртмелле. Съезд хăйĕн ĕçне ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пуçлать.

ПР правительство пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: