Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
26 Майӑн , 12:15

Радий Хабиров «Ялла» ансамбль ертÿçине «ПР халăх артисчĕ» ята парса чысланă

«Пушкăртстан Республикин халăх артисчĕ» сумлă ята Узбекистанри «Ялла» патшалăх ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Фарух Зарипов тивĕçнĕ. Саванăçлă чыслав церемонийĕ ĕнер, май уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Сибай хулинче иртекен Пĕтĕм Раççейри «Урал леш енĕ -2024» инвестсабантуй вăхăтĕнче пулса иртнĕ.

Радий Хабиров «Ялла» ансамбль ертÿçине «ПР халăх артисчĕ» ята парса чысланă
Радий Хабиров «Ялла» ансамбль ертÿçине «ПР халăх артисчĕ» ята парса чысланă

«Эпĕ çак наградăна пирĕн халăха пысăк хисеп тунă, Узбекистан çĕрне сума сунă пек йышăнатăп. Пире тату та туслă пурăнма Турă пулăштăр», -тенĕ Узбекистанăн паллă артисчĕ Фарух Зарипов Радий Хабирова наци узбек халатне тата кĕнеке парнеленĕ май.

Кунтах «Урал леш енĕ - 2024» инвестсабантуйăн плитине вырнаçтарнă чухне «Ялла» ансамбль пухăннă халăха хăйĕн юрри-кĕввипе савăнтарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: