Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
форум
6 Июнӗн , 13:00

Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать

Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров Петербург хулинче иртекен 27-мĕш Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне (ПМЭФ-2024) Пушкăртстанран хутшăнакан делегаци йышне ертсе пырать. Вăл июнь уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче иртет.

Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать

Малтанхи информаци тăрăх, кăçал кунта 139 çĕршыв хутшăнмалла, çав шутра Раççей те. Пурĕ - 19 пине яхăн çын.

Пушкăртстанăн кăçалхи стенчĕ пысăк технологиллĕ вĕлле хуртне аса илтерет. Вăл регионăн инноваципе малашлăхра аталанакан субъект пулнине кăтартса парать. Кунта промышленоçри тата авиацинчи чи вăйлă аталаннă çитĕнÿсене курма пулать: газпа турбина двигателĕн макетне, виçĕ тĕрлĕ пилотсăр вĕçекен аппаратсен моделĕсем, К-32 вертолет макечĕ тата «Горожанин» лутра урайлă троллейбус макечĕ.

Кăçалхи экономика форумне Боливи тата Зимбабве çĕршывĕсен президенчĕсем Луис Арсе тата Эммерсон Мнангагва хутшăнасси паллă. Çавăн пекех Боснипе Герцеговина Республикин президенчĕ Милорад Додик килсе çитмелле. Вăл çапла майпа Раççей патшалăхне йывăр самантра пулăшма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Венгрин ют çĕршыв ĕçĕсен тата тулаш экономика министрĕ Петер Сийярто «Нефть тата газ рынокĕн пуласлăхĕ: глобальлĕ ыйтăм (спрос) малашлăхĕ тата тавар туса кăларакансен планĕсем» темăпа иртекен сессине хутшăнать. Форумра Оман патшалăхĕн Султанатне сумлă хăна туса йышăнĕç.  

Çавăн пекех Петерпургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăнать. Вăл тухса калаçнă хыççăн патшалăх ертÿçипе пленарлă ларура дискусси иртмелле.

Маларах хак панă тарăх, пурĕ пĕр пине яхăн инвестици килĕшĕвĕ тата меморандум алă пусса çирĕплетмелле. 2023 çулта 3,86 трлн тенкĕлĕх 900 ытла килĕшÿ çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Радий Хабиров Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнакан Пушкăртстан делегацине ертсе пырать
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: