Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
форум
27 Августӑн , 12:00

Хула хутлăхĕн конкурсĕнче пилĕк хула çĕнтернĕ

Раççей шайĕнчи конкурс йĕркелÿçисем пĕчĕк хуласене тата истори пĕлтерĕшлĕ поселенисене аталантарас ĕçре пирĕн республикăна лайăххисен шутне кĕртнĕ.

Хула хутлăхĕн конкурсĕнче пилĕк хула  çĕнтернĕ
Хула хутлăхĕн конкурсĕнче пилĕк хула çĕнтернĕ

Калуга хулинче «Пĕчĕк хуласене тата истори пĕлтерĕшлĕ поселенисене аталантарасси» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Конкурса Пушкăртстан Республикинчен хăтлă хула хутлăхĕн проектне 7 хула тăратнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ çĕнтернĕ. Çавсен шутне Салават, Нефтекамск, Пелепей, Благовещенск тата Учалă хулисем кĕнĕ.

Вĕсем «Салават: семь сновидений сквозь явь»; «Нефтекамск ось времени», «Бульвар новаторов», Белебей; «Воскресенские ряды», Благовещенск; «Путь Урал-батыра», Учалы проектсемпе çĕнтернĕ.

- Эпир парксенче, скверсенче, кÿлĕ-юхан шывсен хĕррисенче тирпей-илем кĕртетпĕр, плиткăсем улăштаратпăр, саксем лартатпăр çеç мар, çав территорисене çĕнететпĕр, илемлететпĕр, çынсене канма юрăхлă тăватпăр, - палăртнă республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Кил-çурт коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх юлашки пилĕк çул хушшинче асăннă конкурсра Пушкăртстанран тăратнă 29 проект çĕнтернĕ.

Калуга хулинче иртнĕ форумăн пĕрремĕш кунĕнче, август уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Пушкăртстан представителĕсене «Пĕчĕк хуласене тата истори пĕлтерĕшлĕ поселенисене аталантарассипе чи лайăх регион» номинаципе преми панă. Çавăн пекех лауреатсен шутне Иркутск, Иваново, Тверь тата Калининград облаçĕсем кĕнĕ.

2022 çулта асăннă конкурсра Пушкăртстанри Агидель, Янаул, Дюртюли тата Ишимбай хулисем çĕнтернĕ. 2023 çулта Баймак хули тата Ишимбай районĕнчи Верхотор ялĕн проекчĕсем лайăххисен шутне кĕнĕ пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: