Пур хыпар та
форум
28 Нарӑсӑн , 16:40

Ĕпхÿре «СМАРТ-садовод» IV Пĕтĕм тĕнчери форум ĕçле пуçланă

Республикăн тĕп хулинче «СМАРТ-садовод» IV Пĕтĕм тĕнчери форум уçăлнă. Вăл икĕ кун хушши «Торатау» конгресс-холра иртĕ. Асăннă  форума Раççейĕн 12 регионĕнчен 2 пин ытла сад ĕрчетекенпе дача тытакан, 80 компанипе обществăлла пĕрлĕх хутшăнать. Мероприяти шайĕнче 7 çавра сĕтел, виçĕ практика семинарĕ, консультацисемпе курав йĕркеленĕ.

Ĕпхÿре «СМАРТ-садовод» IV Пĕтĕм тĕнчери форум ĕçле пуçланă
Ĕпхÿре «СМАРТ-садовод» IV Пĕтĕм тĕнчери форум ĕçле пуçланă

Пахчаçăсене форум ячĕпе ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров саламланă. Вăл асăннă мероприятинче Мускав область думин депутачĕ Владимир Шапкин, Мускавпа Санкт-Петербург тата Волгоград хулисенчи, Мускавпа Ленинград, Владимирпа Кемерово, Свердловскпа Челябинск облаçĕсенчи, Тутарстан Республикинчи, Краснодар крайĕнчи, çавăн пекех Белорусипе Казахстанри, Тайландри эксперт-пахчаçăсем хутшăннине палăртса хăварнă. 

Регион ертÿçи Пушкăртстанра «Пушкăртстан Республикинчи коммерци шутне кĕмен сад тата пахча юлташлăхĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени» йĕркеленине аса илтернĕ. Унсăр пуçне республика пуçлăхĕ регионти коммерци шутне кĕмен чи лайăх сад юлташлăхĕсене грант тивĕçнине çирĕплетекен сертификатсене парса хавхалантарнă. Çапла Кармаскалă тăрăхĕнчи «Лесная поляна», Чишма тăрăхĕнчи «Юматово» тата «Писательские сады Акманай», Ĕпхÿри «Уршакский 4», Краснокам тăрăхĕнчи «Росинка», Иглин районĕнчи «Ясная поляна», Ĕпхĕвĕн Дема районĕнчи «Козарез», Ĕпхÿри «Орфей» тата ытти юлташлăхсем 500 пин тенкĕлĕх грантсем илнĕ.  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: