Пур хыпар та
форум
28 Нарӑсӑн , 15:11

Раççей Писателĕсен Союзĕн правлени шутне кĕнĕ

Пушкăртстанри Писательсен союзĕн председателĕ Айгиз Баймухаметов Раççей Писателĕсен союзĕн правлени йышне кĕнĕ. Правлени союзĕнче 50 çын тăрать, вĕсен хушшинче – Игорь Волгин, Сергей Лукьяненко, Сергей Минаев, Захар Прилепин, Александр Проханов писательсем, Евгений Рейн поэт, Константин Богомоловпа Карен Шахназаров режиссерсем тата Литература музейĕн директорĕ Дмитрий Бак.

Раççей Писателĕсен Союзĕн правлени шутне кĕнĕ
Раççей Писателĕсен Союзĕн правлени шутне кĕнĕ

- Февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускав хулинче Раççей Писателĕсен союзĕн черетсĕр съезчĕ вăхăтĕнче сцена  çинчен республика пуçлăхне Радий Хабирова Пушкăртстанри писательсен пĕрлĕхне пулăшу мерисем йышăннăшăн пĕрре мар тав турĕç. Пушкăртстан 2024 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх «Раççейри литература флагманĕ» («Литературный флагман России») статуса çĕнсе илнĕ, литературăна пулăшакан тĕслĕхлĕ регион шутланать, - каласа панă Айгиз Баймухаметов.

Съезд ĕçне Пушкăртстан çыравçисем те хутшăннă: ПР Писательсен союзĕн председателĕ Айгиз Баймухаметов; ПР халăх писателĕ, Раççей президенчĕн премийĕн лауреачĕ Камиль Зиганшин; ПР вырăс çыравçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Светлана Чураева. Шăпах çакăнта Айгиз Гиззатовича  РФ Писательсен союзĕн правлени йышне суйланă та.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: