Икĕ кун хушши Пушкăртстанпа Тутарстан, Чăваш республикисен, Ульяновскпа Челябинск, Эрĕнпур облаçĕсенчен килсе çитнĕ çамрăк ăру хăйсене канăç паман ыйтусене сÿтсе яврĕç, тĕлпулусемпе мастер классем йĕркелерĕç. Калаçу вара «Константин Иванов еткерĕ: тăнăçлăх, пĕрлĕх тата патриотизм» тема тавра пычĕ. Ăна ытахальтен суйласа илмен, паянхи лару-тăрăва шута илни куç умĕнче.
Малтанхи кунĕнче хăнасене Ĕпхÿ хули (мероприятисем Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче иртрĕç) тарават кĕтсе илсе тухăçлă ĕçлеме майсем туса пачĕ пулсан, иккĕмĕш кунĕнче Пелепей тăрăхĕ хапăл туса йышăнчĕ. Кунта регионсенчи чăваш çамрăкĕсем хулари чăваш гимназинче, Слакпуçĕнче пулчĕç, ума лартнă ыйтусене татса панă май, чылай çĕннине ăша хыврĕç.
Икĕ кунĕнче те çамрăксемпе пĕрле Раççей Геройĕ, ятарлă çар операцине хутшăннă Михаил Марцев подполковник (Мускавран килнĕ хăна) пулни те форумăн пĕлтерĕшне çĕклерĕ. Уншăн Михаил Николаевича йĕркелÿçĕсен ятĕнчен тав тăвасси çеç юлать. Сăмах май, форума Çамрăксен ĕçĕн федераллă агентстви, Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕ тата Пелепей район администраци пулăшнипе Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи – Владимир Яковлев) йĕркеленĕ
Вулакансене пĕлме, Раççейри регинсем хушшинчи чăваш çамрăкĕсен пĕрремĕш форумĕ иртнĕ çул Хусан хулинче май уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче иртнĕччĕ.
Регионсем хушшинчи чăваш çамрăкĕсен иккĕмĕш форумĕ çинчен тĕплĕнрех «Урал сассин» 35-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.
Юрий СНЕГОПАД.