Темиçе кун хушшинче республика çĕршыври тата тĕнчери партнерсемшĕн хăй патне туртакан вырăна çаврăнчĕ тесе палăртнă Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.
Кăçал Ĕпхÿре иртекен экономика форумне пурĕ 2500 çын хутшăннă. Пушкăртстанăн тĕп хулине представительсем 21 çĕршывран тата Раççейри 20 регионтан килсе çитнĕ.
«Эпир 22 килĕшÿ алă пусрăмăр тата нумай тумалли ĕçсем пирки калаçса татăлтăмăр. Кашни цифра хыçĕнче çĕнĕ промышленность, логистика, технологи, вĕрентÿ проекчĕсем тăраççĕ. Анчах та çакăн пек форумсенче чи кирли протокол мар, пĕр-пĕрне шанни пĕлтерĕшлĕ. Çак эрнере Пушкăртстанăн ытларах туссем тупăнчĕç тата унпа пĕр шухăшлисем йышлăланчĕç. Пирĕн пурте йĕркеллĕ пуласса шанатăп» ,- тенĕ Андрей Назаров.
Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери бизнес эрнин пленарлă ларăвĕнче ПР правительствин премьер-министрĕ республика паянхи кун вăхăт кăларса тăратакан çивĕч ыйтусене мĕнле татса пани çинче те чарăнса тăнă.
Юрий СНЕГОПАД.