Пур хыпар та
форум
30 Кӑрлач , 19:00

«СВОра та, патшалăх ĕçĕнче те дисциплина кирлĕ»

«Пĕчĕк Тăван çĕршыв – Раççей вăйĕ» («Малая Родина – сила России») Пĕтĕм Раççейри муниципаллă виççĕмĕш форумăн (вăл çак кунсенче иртрĕ) делегачĕсен шутĕнче Баймак районĕнчи Мерясово ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Шамиль Надербаев пулнă. Маларах ăна ятарлă çар операцине хутшăннăшăн Шаймуратов генерал медальне парса чысланă.

«СВОра та, патшалăх ĕçĕнче те дисциплина кирлĕ»
«СВОра та, патшалăх ĕçĕнче те дисциплина кирлĕ»

«СВОра та, кунта та дисциплина кирлĕ, унта çар çыннисемпе ĕçлемелле, кунта – вырăнти халăхпа», - тет Шамиль Сагадеевич.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, çапăçу хирĕнчи опыт ертÿçĕ ĕçĕнче тăван тăрăхра кирлĕ пулса тухнă: ял Канаш пуçлăхĕ пулнă май, вăхăтра тата хăвăр  йышăну тума пĕлмелле, çынсемпе ырă кăмăллă тата яланах çыхăнура пулмалла. Муниципаллă ĕç кăткăсрах: фронтра – приказ, ял çыннисемпе командир сассипе калаçаймастăн. Пĕр чĕлхе тупмалла, кама-тăр ÿкĕте кĕртмелле, кама-тăр ăнлантарса памалла - çакăнта уйрăмлăхĕ. Эпĕ пĕлекен ачасем паянхи кун ятарлă çар операцинче Тăван çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Çавăнпа та мана ытти ял хутлăх администрацин пуçлăхĕсемпе (СВОра пулманнисем) танлаштарсан салтаксемпе тата вĕсен çемйисемпе ĕçлеме чылай ансатрах», - палăртать Шамиль Надербаев.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас