

Йĕркелÿçĕсем лекцисемпе дискуссисенчен, мастер-классенчен, медицинăпа психологи консультацийĕсенчен тăракан икĕ кунлă марафон хатĕрленĕ.
Мероприятие Сергей Безруков актер, Юлия Барановская телеертÿçĕ, Патшалăх Думин депутачĕ Марина Ким, психологи докторĕ Виктория Шиманская тата ытти эскпертсем хутшăнĕç.
Форумра ÿнер темине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Çавăн пекех унта лидерпа, стратегисемпе, ыркăмăллăхпа тата çемьери хутшăнусемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явĕç.
Çавăн пекех форума хутшăнакансем «Евразин хаклă çипписем» («Драгоценные нити Евразии») гала-кăтартупа паллашма пултарĕç. Унта Чăваш Ен, Тутарстанпа Казахстан тата Узбекистан республикисен дизайнерĕсем хăйсен ĕçĕсене тăратĕç. Çакăн хыççăн тĕнчипе паллă артистсем Пушкăртстанри симфони оркестрĕпе пĕрле куракансене савăнтарĕç.