Урал сасси
+14 °С
Облачно
форум
4 Июня , 12:30

Пушкăртстан стенчĕ чи кăтартуллисенчен пĕри

Сăмах кунта Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ (ПМЭФ-2026) пирки пырать. Çакăн çинчен Федераци Канашĕн наука, вĕренÿ тата культура енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Лилия Гумерова кунта пулнă май пĕлтернĕ.

Пушкăртстан стенчĕ чи кăтартуллисенчен пĕриПушкăртстан стенчĕ чи кăтартуллисенчен пĕри
Пушкăртстан стенчĕ чи кăтартуллисенчен пĕри

Çак кунсенче Çÿрçĕрти тĕп хулара 29-мĕш хут Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика фурумĕ иртет.

«Малтанхи сехетсенчех Пушкăртстан стенчĕ унта хутшăнакансене илĕртрĕ. Регионăн тĕп композицине «Йăх-несĕл» йывăççи урлă йĕркеленĕ, ăна хайлавлă (искусственный) интеллектпа усă курса хатĕрленĕ. Вăл форумри кăтартуллă та асра юлмалли экспозицисенчен пĕри шутланать», -  тесе пĕлтернĕ  Лилия Гумерова сенатор.

Çавăн пекех вăл социаллă сетьсенче «Йăх-несĕл йывăççи» урлă нумай ыйтусем çине, промышленноçпа экспорт потенциалĕнчен пуçласа тĕрлĕ пушкăрт пылĕ таран,  хурав илме пултарнине палăртнă. Уйрăмах Пушкăртстан стенчĕ регионăн  малашлăхри пурнăç символĕ пулса тăнине асăрхаттарнă.

«Эпир аталанма тăрăшатпăр тата çĕнĕлĕх енне туртăнатпăр, анчах та эпир хамăрăн тымарсемпе йăла-йĕркесене тирпейлĕ упратпăр», -  тенĕ Лилия Гумерова.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас