Пур хыпар та
Инкек
15 Майӑн 2022, 14:05

Республикăра 300 ытла мунча çунса кайнă

Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕ 2022 çулхи тăватă уйăхра республикăра 351 мунча вут-кăварпа кĕле çаврăннине пĕлтерет.

Республикăра 300 ытла мунча çунса кайнă
Республикăра 300 ытла мунча çунса кайнă

«Хĕрлĕ автан» алхаснă вăхăтра икĕ çын вилнĕ, 11-шĕ суранланнă. Ведомствăра вут-çулăм тухнин тĕп сăлтавĕсем электричество пралукĕсем юсавсăр пулни тата сиенленни тесе çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех тĕтĕм тухакан вырăнсем хăрăмпа тулса ларни те инкек патне илсе çитерет.

- Тепĕр чухне çынсем мунча хутса яни çинчен манса каяççĕ. Çакă та вут-кăвар тухасси патне илсе çитерме пултарать. Çавăнпа та кăмакара вутă мĕнле çуннине яланах сăнаса тăмалла, ăна хăй тĕллĕн пăрахса хăварма юрамасть, - асăрхаттарнă Инкеклĕ лару тару министерствин регионти управленинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас