Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Истори страници
21 Ноябрӗн 2023, 11:00

Тăван тавралăх историне упрасси – сăваплă ĕç

Ноябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ф.Н. Вуколов-Эрлик çыравçă, драматург, фольклорист çуралнăранпа 121 çул çитрĕ. Филипп Николаевич Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн ятне мелеспуçсем чыслăн упраççĕ. Сумлă ентешĕн пултарулăх еткерне упраканĕсенчен пĕри – обществăлла музей ертÿçи М. А. Николаева. Марина Алексеевна архив ĕçĕсемпе усă курса ял историне çутатса паракан кĕнекесем те кăларать. Паян сире унăн «Вехи истории» кĕнекинчи хăш-пĕр сыпăксемпе паллашма сĕнетпĕр.

Тăван тавралăх историне упрасси – сăваплă ĕç
Тăван тавралăх историне упрасси – сăваплă ĕç

Мелеспуç ялĕнче пурăнакансем тыр-пул акса ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, сунара çÿренĕ. Ĕç хатĕрĕсенчен вĕсен çурла, çава, йывăç акапуçсемпе плугсем, сÿресем пулнă. Алăпа акнă, тăпачсемпе çапнă. Ытларах ыраш, сĕлĕ, пăрçа, хура тулă акса ÿстернĕ. Улăма алă вĕççĕн купасене хывнă, лашапа турттарнă, виçĕ шăллă йывăç сенĕксемпе купа тăррине ывăтнă. Выльăх-чĕрлĕхсенчен лаша, ĕне, сурăхсемпе качакасем усранă, сысна тытман. Юнашар вырнаçнă Хушăлкапа Мелеспуç ял çыннисем хушшинче çĕр пирки час-часах тавлашусем тухнă. Ялти ватă çынсенчен пĕри Т.И. Добрейкин вĕрентекен сăмахĕсем тăрăх, ялăн вырăсла ячĕ ĕлĕкрех Менеузбаш пулнă (Мелеспуç шыв пуçламăшĕ). Йĕри-тавра сĕм вăрмансем ашкăрса ларнă. Мелеспуç шывĕ хĕррипе çĕмĕрт, мăйăр йывăççисем ÿснĕ. Ту çинче чие тĕмĕсем хăйсен çимĕçĕпе савăнтарнă. Вăрманта çырла, кăмпа нумай пулнă.
Пуçласа кунта чăвашсем 250 çул каялла вăтам Атăл тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Вĕсем авалхи тĕне ĕненнĕ. Халăх питĕ чухăн пулнă, хура пÿртсенче пурăнма тивнĕ. Лампа вырăнне хăйă çунтарнă. 1913 çулта мелеспуçсем хăйсене тивĕçлĕ 770 теçетке тыр-пул акса ÿстермелли çĕре ыйтса илсе Хушăлка ялĕнчен уйрăлма шутланă.
Пулăхлă анасене улпутсем ярса илнĕ. Вырăс-яппун вăрçи хыççăн чăвашсем хушшинче вулама тата çырма пĕлекен çынсем нумайланнă.
1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ялти тĕп вăй (арçынсем, техника, лашасем) фронта ăсаннă. Мелеспуç ялĕнчен вăрçă хирне 177 çын тухса кайнă. Паянхи ăру вĕсен ятне типтерлĕн упрать. 2015 çулта Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей Канашĕн проекчĕпе тата унăн ертÿçи М.А. Николаева йĕркеленипе «Малашлăх хунавĕсем» девизпа килĕшÿллĕ яла кĕнĕ çĕрти лапамра çĕнтерÿ аллейи хывнă. Ку пархатарлă ĕçе аллă ытла çын хутшăннă. Çакă çитĕнекен ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене ĕмĕрех асра тытнине, хисепленине çирĕплетет. Вăрçă пирĕн çĕршыв тăшмана çĕнтернипе вĕçленнĕ. Фронтовиксем килĕсене таврăнма пуçланă. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем çинче тытăнса тăнă хуçалăх çĕнĕрен вăй илнĕ. Мелеспуçсем тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунисен ячĕсене ĕмĕрех асра хăварас шутпа Мухтав паркĕ хывнă, ăна пăхса, тирпейлесе тăраççĕ, чечек йăранĕсем лартаççĕ, унта Асăну тата Çĕнтерÿ кунĕсене ирттереççĕ. Аслă ăрурисем ачасене вăрçă çулĕсенчи йывăр вăхăтсем, çĕнтерÿ хакĕ çинчен каласа параççĕ.
Ялăн культурăллă аталанăвĕ епле пурнăçланса пынă-ха? Вăрçăччен лару-тăру питĕ йывăр пулнă. Шкул уйрăм çуртра вырнаçнă, унта пĕртен-пĕр учитель ĕçленĕ. Библиотека та, клуб та пулман. Çамрăксем каçсерен уйрăм çынсен килĕнче пуçтарăннă. 1927 çулта ял çыннисен укçипе шкул хăпартса лартнă. Çак пысăк ĕçе Степан Прокопьевич Макаров йĕркеленĕ. Малтанлăха çырма-вулама пĕлменнисене хутла вĕрентес тĕллевпе уроксене каçсерен ирттернĕ (ликбез). Çак мероприятисене йывăр лару-тăрура йĕркелеме тÿр килнĕ, учебниксем те, вĕрентÿ пособийĕсем те, хут та, чернил та пулман. Вĕрентÿ комитечĕн инструкторĕсем яла килсе çÿресе халăх хушшинче пухусем, ăнлантаруллă калаçусем ирттернĕ.
Пĕрремĕш клуба ялта 1931 çулта хăпартса лартнă, шкул та ун чухне виçĕ комплектлă пулнă. Чи малтан комсомолецсенчен тăракан драма кружокĕ йĕркеленĕ. Клуб ĕçне хĕрсем те хастар хутшăннă, анчах вĕсене нумай чухне ашшĕ-амăшĕ унта яман. Лару-тăруран епле те пулсан тухмалла пулнăран каччăсем хĕрарăм тумĕсене тăхăнса вĕсен ролĕсене вылянă. Халăх ăс-тăнĕ майĕпен ÿссе пынă. Кружока çÿрекенсем час-часах хăйсем тĕллĕн хатĕрленĕ программăсемпе сцена çине тухма пуçланă. Район тата республика шайĕнчи смотрсемпе конкурссене хутшăннă, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Клуб ертÿçи пулса Роза Терентьевна Родионова ĕçленĕ. Хĕрарăмсен Канашĕ комсомол организацийĕпе пĕрле воскресниксем йĕркеленĕ. Пуçтарăннă укçапа хăйпултарулăх ушкăнĕн пайташĕсем валли костюмсем туяннă. Палăртнисем майĕпен пурнăçа кĕме пуçланă.
Паян кун ял тулли те виçеллĕ, лăпкă пурнăçпа пурăнать. Пурнăçран уйрăлса кайнă ăру ĕçĕпе те, пурнăçĕпе те хăй Тăван çĕршывне юратнине çирĕплетсе панă. Ĕмĕрлĕхе ăсаннă май вĕсем сыввисене ирĕклĕ пурнăç, пĕрлĕхлĕ ĕçпе савăнма, хăйсем туса хăварнă ĕçе малалла аталантарма халалласа хăварнă. Вырăнти шкул ачасене пĕлÿ çеç мар, воспитани парас ĕçре те пысăк вырăн йышăннă пулин те оптимизаци витĕмне лекнĕ. Апла пулин те вăл пушă лармасть. Çак çурта Ф.Н.Вуколов ячĕллĕ музей ĕçлет. Унта Мелеспуç ял историйĕпе, паллă çыннисемпе çыхăннă архив докуменчĕсем, экспонатсем упранаççĕ.
Музей уçăлнăранпа 10 çул ытла иртрĕ. Çак вăхăт хушшинче кунта Пушкăртстан Республикинчи тĕрлĕ хуласемпе районсенчен, Чăваш Енрен сахал мар делегаци çитсе курнă. Музей кунран кун вăй илсе пырать. Аваллăх управçи Пшпÿлекри этнографи, Пелепей хулинчи историпе краеведени музейĕсемпе, пултарулăх ушкăнĕсемпе тата чăваш пĕрлĕхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Çавăн пекех музей Канашĕ хаçат-журнал редакцийĕсемпе, чăваш хастарĕсемпе, профессиллĕ çыравçăсемпе туслă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан таврапĕлÿçĕсемпе, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ.

Музей Канашĕ пур ĕçе те тăван халăхăн йăли-йĕркине, культурине упраса хăварас тĕллеве пурнăçлать. Пишпÿлек районĕнче çеç мар, республикипех. Хамăр пĕчĕк Тăван çĕршыв историне çитĕнекен ăру валли упраса хăварасси – сăваплă ĕç. Кунран кун музей курма килекенсемпе калаçас опыт та нумайланса пырать. Музей экспозицийĕ истори пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ те паха материалсемпе пуянланть, унăн çурчĕпе территорине тирпей-илем кĕртес ĕç те пурнăçланса пырать. Ф.Н. Вуколовăн тăванĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Нумай ыйтăва пĕрле татса паратпăр. Паллах, спонсорсемсĕр те май çук. Музей укçа-тенкĕсĕр тытăнса тăраймасть. Вĕсене пысăк тав.
Истори архивĕсемпе те çыхăну пур пирĕн. Филипп Николаевич Вуколов-Эрликăн, хĕрарăмсен юхăмĕн йĕркелÿçи Антонина Ивановна Нухратăн (Матвеева), Ираида Петровна Нарс пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă ыйтусем пулсан тÿрех архив ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтатпăр.
Марина НИКОЛАЕВА,
Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.

Тăван тавралăх историне упрасси – сăваплă ĕç
Тăван тавралăх историне упрасси – сăваплă ĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: