Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Истори страници
16 Августӑн , 18:15

Кăмăса – 5500 çул

Çак сиплĕ напиток энеолит тапхăрĕнче пуçланса кайнă.

Кăмăса – 5500 çул
Кăмăса – 5500 çул

Кăмăс историйĕ ĕлĕк-авалхи историпе çыхăннă, унăн тымарĕ темиçе ĕмĕре пырса тивет. Чи малтанхи тапхăрта ун çинчен энеолит вăхăтĕнче пĕлнĕ, урăхла каласан 5500 çул каялла. Шăпах çав вăхăтра Вăтам Азипе Монголинчен куçса çÿрекен йăх-ăрусем кăмăс хатĕрлеме тытăннă.

Сусамыр айлăмĕнче качака тирĕнчен çĕленĕ сумкасем тупнă, вĕсенче кĕсре сĕчĕ пурри паллă пулнă. Çак пулăм кăмăса мĕн авалтан хатĕрленине çирĕплетет те. Кашни йăх-ăру ăна хăйĕн рецепчĕпе тунă, унăн йĕркине ламран лама куçарса пынă.

Çырура кăмăс çинчен пуçласа çырнине авалхи грек историкĕн Геродотăн ĕçĕсенче курма пулать. Вăл çак ĕçме скифсен юратнă напитокĕ пулнине палăртать. Скифсем кăмăс хатĕрлемелли рецепт вăртăнлăхне никама та пĕлтересшĕн пулман иккен.

Паянхи кун кăмăс Тĕп Азинчи çĕршывсенче, çавăн пекех Раççейри регионсенче (Пушкăртстан Республики, Ростов, Тверь тата Ярославль облаçĕсенче, Мари Эл, Алтай, Якути) анлă сарăлнă. Пушкăртстан кăмăс тăвассипе Раççейре чи малта, вăл çĕршыври кăмăсăн 63 % хатĕрлет.

Çак авалхи ĕçмене хаклакансем ăна «Пушкăрт урхамахĕ» пушкăрт аратлă лашасен фестивалĕнче ас тивсе пăхма пултараççĕ. Вăл Графское кÿлĕ хĕрринче (Баймак районĕ) иртет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: