Урал сасси
+15 °С
Уҫҫӑнах
Истори страници
17 Нарӑсӑн 2025, 05:25

Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем

2025 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнăранпа 36 çул çитрĕ. Шăпах çак кун Афганистан вăрçинче кăна мар, ытти хĕрÿ çапăçусенче пуç хунă салтак-интернационалистсене те асăнаççĕ.  

Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсемВĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ пулнине асра тыса Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименккке ял вулавăшĕнче Совет çарĕсене Афганистан çĕрĕнчен илсе тухнă куна халалласа «Хĕрÿ çапăçусен паттăрĕсем» патриотизм сехечĕ иртнĕ. Мероприятие ертсе пыракан Татьяна Савельева Раççейĕн çар историйĕнчи чи хурлăхлă страницисенчен пĕри – Афганистан вăрçи – çинчен каласа панă.

«Хĕрÿ çапăçусен паттăрĕсем» патриотизм сехетне ял çыннисемпе шкул ачисем хутшăннă. Сумлă хăнасен шутĕнче вара Афганистан вăрçин паттăрĕ Имом Унаров, Чечен вăрçин участникĕсем  Федор Ермолаевпа  Станислав Борисов пулнă. Имом Хайдаралиевич ветеран вăрçă вутне кĕнĕ тапхăра хумханса аса илнĕ. Ăçта службăра тăни, мĕнле операцисене хутшăнни, хăш наградăна мĕншĕн тивĕçни çинчен каласа панă, çамрăк ăрăвăн ыйтăвĕсем çине хуравланă. Çакăн хыççăн Чечен вăрçине хутшăннă паттăрсем сăмах илнĕ. Федор Моисеевич кирек епле ĕçе те тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă çар çынни тĕлпулăва хатĕрленсе килнĕ. Пурнăçĕнче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă вăхăт пирки чуна пырса тивекен аса илÿсене куç умне кăларса тăратнă, çар альбомĕсене кăтартнă.  

Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесе палăрнă çынсем пулнă. Паян та, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, «паттăрсен çулĕпе» утакансем пур. Вĕсем – асăннă мероприятие хутшăннă «Зенит» сержант тата «Сибирь» хушма ятлă çамрăк салтаксем, мăн асаттесен мухтавла йăлисене мала тăсакансем, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартакансем.     

Çавăн пекех паттăрлăх сехетĕнче вăрçă çинчен çырнă сăвăсемпе юрăсем янăранă. Унсăр пуçне мероприятие Надежда Ухаткина библиотекарь йĕркеленĕ «Вăрçă çинчен кĕнеке каласа парĕ» курав илем кÿнĕ.  

Çак вăрçă яланах асра юлĕ: вăл вăрçă кирлĕ маррине, совет салтакĕн паттăрлăхне аса илтерсе сăвăсемпе юрăсенче упранĕ.

Ирида МАТНИЯЗОВА.

Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.

Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Вĕсен пурнăçĕсем – паттăрлăх тĕслĕхĕсем
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас