Урал сасси
+15 °С
Ясно
Истори страници
23 Марта 2025, 05:40

Радий Хабиров Керчь ятлă тĕлĕнмелле лашан историйĕпе паллаштарнă

Ĕнер, март уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров кану кунне усăллă ирттерес тĕллевпе хăйĕн çемйипе Мияки районне çитсе килнĕ.

Радий Хабиров Керчь ятлă тĕлĕнмелле лашан историйĕпе паллаштарнăРадий Хабиров Керчь ятлă тĕлĕнмелле лашан историйĕпе паллаштарнă
Радий Хабиров Керчь ятлă тĕлĕнмелле лашан историйĕпе паллаштарнă

«Эпир Мияки районĕнчи Ильчигулово ялне килсе çитрĕмĕр. Кунта Керчь ятлă лашан палăкĕ пур.

Çак тĕлĕнмелле паллă лашана 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче фронта ăсатнă. 1942 çултан пуçласа вăл пирĕн Пушкăрт кавалери дивизинче çапăçнă, Берлина çитнĕ. Вăрçă вĕçленсен юлан утçăсем (кавалеристсем) ăна тăван кĕтесе тавăрса пама ыйтнă.

Питĕ те чуна пырса тивмелли истори. Кун пирки Артур Идельбаевăн питĕ лайăх статья пур. Пурне те унпа паллашма сĕнетĕп.

Пирĕн çĕр пуян - кашни хулара, кашни ялта хăйне евĕр объект пур.

Ильчигуловăра пурăнакансене пысăк тав. Илемлĕ ял. Тÿрех калатăп, çул ыйтăвне татса паман. Тунти кун эпĕ ятарлă хушу паратăп», - тесе çырнă вăл хăйĕн социалла сечĕсенче.

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, Керчь ятлă лашан палăкне 2023 çулхи июнь уйăхĕнче уçнă. Çав çулхи кĕркунне Пушкăрт драма театрĕ ăна халалласа спектакль премьери ирттернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

 

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас