Урал сасси
+17 °С
Ясно

Несĕлсен хулине çитсе курма сĕнетĕп

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн июнь уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче эпӗ Тутарстан Республикинче чӑвашсен Чаллӑ - Çарăмсан провинцийӗн столици пулнӑ Чаллӑ хули ҫинчен тата эпир, чӑвашсем, унта малашне кайса ҫӳреме пуҫламалли ҫинчен тухса калаçрăм.

Несĕлсен хулине çитсе курма сĕнетĕпНесĕлсен хулине çитсе курма сĕнетĕп
Несĕлсен хулине çитсе курма сĕнетĕп

Çакăн пирки тĕпчевçĕсем ытлашши сăмах хускатмаççĕ, темле вăрттăнлăхра тытаççĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. Çапах та чӑвашсемшӗн Чаллӑ хулин пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк. Мĕншĕн тесен вӑл колонизаторсемпе паттӑррӑн кӗрешнӗ Ылттӑн Уртан Пӑлхар вулăсӗнчи Чаллӑ-Çарăмсан провинцийӗн тĕп хули пулнӑ. Ăна колонизаторсем чӑвашсем хӑйсем тӗллӗн пурӑнасшӑн пулса кӗрешнӗшӗн 1556 ҫулта ҫунтарса янӑ. Халӗ ун ишӗлчӗкӗсем вырӑнӗнче реконструкцисем кӑшт тунӑ, Чаллӑ хули чӑваш хули пулни ҫинчен вара ытлашши çырмаҫҫӗ те, калаçмаççĕ те.

Нумаях пулмасть Чăваш Енĕн çуралнă кунне паллă тунă хыççăн (Шупашкартан килнĕ май) Федоровка районӗнчи чăваш хастарĕсем, районри чӑвашсен Канашĕн председателӗ Анна Ремпель ертсе пынипе, унта пулса курчӗҫ, чӑвашсен паттӑр йăх-несĕлĕсене пуҫ тайрӗҫ. Манăн ытти чăваш хастарĕссене те унта кайса ҫак сăваплă ĕçе тума сӗнес килет. Ҫакӑ пирӗн чун-чĕресене позитивнлă вăй-хал парасса шанатăп.

Аркадий РУСАКОВ, çыравçă, наци академикĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас