Урал сасси
+25 °С
Облачно
Истори страници
5 Сентября , 10:00

Йĕкенпуç ялĕ – темиçе ăрăвăн тăван кĕтесĕ

(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 33-35№№).

Йĕкенпуç ялĕ – темиçе ăрăвăн тăван кĕтесĕЙĕкенпуç ялĕ – темиçе ăрăвăн тăван кĕтесĕ
Йĕкенпуç ялĕ – темиçе ăрăвăн тăван кĕтесĕ

Ял-йышăн, çемьесен динамики
VII, VIII, IX ревизисен кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ял историйĕн пуçламăшĕнче çемьесен шучĕ сахалланнине сăнама пулать: 13.03.1816 çулта 42 çемье пулнă, 26.03.1834 ç. – 40 çемье, 26.08.1850 ç. – 36 çемье.
1810 çулта 31 арçын пурăннине шута илнĕ;
1812 çулта – 39 çуртра 158 çын (77 арçын тата 81 хĕрарăм);
1816 çулта – 42 çуртра 163 чăваш тата мордва çынни (80 арçынпа 83 хĕрарăм);
1834 çулта – 40 çуртра 203 чăваш тата мордва (103 арçынпа 100 хĕрарăм);
1850 çулта – 36 çуртра 234 чăваш тата мордва çынни (117 арçынпа 117 хĕрарăм);
1870 (1877) çулта – 51 çуртра 303 çын (133 арçынпа 170 хĕрарăм);
1897 çулта – 94 çуртра 515 çын (238 арçынпа 277 хĕрарăм);
1901 çулта – 94 çуртра 532 çын (271 арçын тата 261 хĕрарăм);
1906 çулта – 619 çын;
1912-1913 çулсенче – 122 çуртра 707 çын (335 арçынпа 372 хĕрарăм);
1920 çулта - 138 çуртра 751 çын (339 арçынпа 412 хĕрарăм);
1939 çулта – 926 çын,
1959 çулта – 764 çын;
1989 çулта – 758 çын;
2002 çулта – 760 çын;
2010 çулта – 729 çын;
2022 çулта - 769 çын.
Çĕнĕ çĕре 1810-1812 çулсенче пысăк йышпа куçса килни курăнать.
Виçĕ ревизинче палăртнă арçынсемпе хĕрарăмсен шучĕ çапларах килсе тухать: 1816 çулта 80 арçынна 83 хĕрарăм тÿр килнĕ (0,964 коэффициент); 1834 çулта – 103 арçынна 100 хĕрарăм (1,03 коэффициент), 1850 çулта – 117 арçынна 117 хĕрарăм (1,0 коэффициент). Виçĕ ревизинчи вăтам коэффициент 1,0 танлашать.
А.З. Асфандияровăн «Пушкăртстан ялĕсен, юнашар территорисен историйĕ» кĕнекинчи документпа килĕшÿллĕн 1810-1812 çулсенче Çтерлĕ округне кĕрекен Васильевка (Зиган тож) ялне 18 çемье куçса килнĕ.
Пурăнакансен шутне çапла майпа шутласа кăларнă:
1. 1810 çул валли 1816 çулхи VII ревизинчи çырава илетпĕр. Ревизи юмахĕсен материалĕсемпе килĕшÿллĕн арçынсен шучĕ 31 çынпа танлашнă.
А.З. Асфандияров илсе кăтартнă тăрăх, 18 çемье Васильевка Зиган тож ялне пурăнма куçнă. Шутлав валли пĕр çемьене пырса тивекен 3,88 çынна илетпĕр. 1810-1812 çулсемшĕн: 12 çемье x 3,88 çын = 47 çын.
2. 1812 çулшăн 1816 çулхи VII ревизинчи çыравпа килĕшÿллĕн 39 çемьере 158 çын шутланнă.
Арçынсен шутне пĕлетпĕр, коэффициентпа усă куратпăр та 1812 çулти халăх шутне шутласа кăларатпăр: 61 арçынна 61 хĕрарăм тÿр килнĕ, коэффициенчĕ – 1,0. Пĕтĕмĕшле халăх: 61+61=122 çын. Çапла майпа кĕске вăхăт хушшинче çынсен шучĕ 122 çынна çитнĕ. 122 çын : 3,88 = 31,4 çемье.
3. 1816 çулхи çырав тăрăх, 42 çемьене (158+5) çын тÿр килнĕ, вăтамран пĕр çемьене - 3,88 çын.
4. 1834 çулхи çырав тăрăх, 40 çемьене (203) çын тÿр килнĕ, вăтамран пĕр çемьене – 4,95 çын.
5. 1850 çулхи çыравпа килĕшÿллĕн 36 çемьене 234 çын тÿр килнĕ, пĕр çемьене – 6,50 çын.
6. 1877 çулшăн Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи ялсен списокне шута илнĕ.
7. 1897 çул валли Раççей империйĕн Пĕрремĕш Пĕтĕмĕшле халăх çыравне шута илнĕ.
8. 1901 çулхи çырав кăтартăвĕсене 1902 çулхи май уйăхĕнче пичетлесе кăларнă «Çтерлĕ уесĕн ял-салисен списокĕ» кĕнеке тăрăх шутланă.
9.1920 çулшăн «Подворные карточки всероссийского с/хоз.переписи 1920 г. по с.Васильевское, Петровской вол. Юрматинского к-на.Том1» тата Пушкăртстан Республикин ял-салисен списокĕ тăрăх палăртнă.
10. 2010 çулшăн çав çултах йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне шута илнĕ.
11. 2022 çулшăн Петровский ял хутлăх администрацийĕн сайтĕнчи кăтартусемпе усă курнă.
Ял ячĕ мĕнле майпа пулса кайнă?
Документсенче палăртнă тăрăх, ялăн ячĕ тĕрлĕрен пулнă: Зиган баш, Зиган торь, Зиган тож, Васильевка – Зиган. Чăвашла ăна вара Йĕкенпуç тесе калатпăр.
Алмантаева Камышкулево тата Васильевка Зиган тож ялĕсенчи 1816 çулхи март уйăхĕнчи ревизисемпе килĕшÿллĕн пирĕн яла никĕслеме пултаракан Василей ятлă çынсем:
Алмантаева Камышлыкулево ялĕ:
Василей Михайлов, 52 çулта;
Михайла Лаврентьев, 23 çулта;
Василей Макаров, 25 çулта;
42 çулхи Ефим Семеновпа 11 çулхи Василей ывăлĕ;
43 çулхи Алексей Ивановпа 12 çулхи Василей ывăлĕ;
52 çулхи ??? Афанасьевпа 14 çулхи Василей ывăлĕ;
19 çулхи Федор Петровпа 12 çулхи Василей шăллĕ;
34 çулхи Андрей Романовпа икĕ çулхи Василей аслă ывăлĕ.
Васильевка, Зиган тож ялĕ (1816 çул):
56 çулхи Василей Михайлов;
24 çулхи Михайла Лаврентьевпа икĕ çулхи Василей ывăлĕ;
29 çулхи Василей Макаровпа çулталăкри Василей ывăлĕ;
46 çулхи Ефим Семеновпа 15 çулхи Василей ывăлĕ;
47 çулхи Алексей Ивановпа 16 çулхи Василей ывăлĕ;
56 çулхи Афанасий Тихоновпа 18 çулхи Василей ывăлĕ;
24 çулхи Федор Петровпа 19 çулхи Василей Петров шăллĕ;
Андрей Романов 1812 çулхине вилнĕ. Унăн 14 çулхи Василей ывăлĕ пулнă.
Василей ятпа çыхăннă списока тишкернĕ май, çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: хăй вăхăтĕнче Василей Михайлов тата Василей Макаров яла хăйсен ятне пама пултарнă.
1. Васильевка, Зиган тож ялне никĕслекенсенчен пĕри Василей Михайлов 1760-1761 çулсенче çуралнă, 1832 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Пĕтĕмĕшле вăл 71 çул пурăннă, вĕсенчен 31-не Васильевкăра ирттернĕ. 1816 çулхи ревизипе килĕшÿллĕн вăл пĕччен пулнă, Алексей ывăлĕ 1815 çулта вилнĕ. Тен, пĕрремĕш çемйин пайташĕсем вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. VIII ревизин информацийĕ тăрăх, Василей Михайлов 1834 çулта иккĕмĕш хут çемье çавăрнă. Настасья мăшăрĕ упăшкинчен 15 çул кĕçĕнрех пулнă. Михайловсем Васильевка ялĕнче тăватă ача çуратнă. Аслă ывăлĕ Никифор ашшĕ 60 çулта чух çут тĕнчене килнĕ. Тен, çемье пуçĕ вырăс чĕлхине те пĕлнĕ.
2. Яла никĕслеме пултарнă иккĕмĕш çын вăл – Василей Макаров (1790-1791 – 1846 çç). Çак çемьери арçынсен ăрăвĕ ун çинче татăлнă. Вăл 25 çулта чухне куçса килнĕ. Василей Макаров Хăмăшлă ялĕнчен аякра пушă çĕр лаптăкĕ шыраса тупассипе, çĕрсене туянассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хутшăнни иккĕленÿ çуратмасть. Мана унăн хушамачĕ канăç памасть: Макарово ялĕпе çыхăннă-ши е çыхăнман-ши? Атте, Константин Трофимович Андреев, хальхи Макарово ялне чăвашсем никĕсленине пĕрре мар каласа панăччĕ.
3. Куçса килекенсем хушшинче Васильев хушаматлă пĕр çын та пулман.
Пĕтĕмлетÿ: Вырăс чĕлхине пĕлни, пурнăç опычĕ самай пысăк пулни, ял çыннисен хисепне тивĕçни Василей Михайлова «Канаш» ушкăн канашĕпе ялпа çыхăннă ыйтусене татса пама, йышăнусем тума май панă. Пĕр сăмахпа каласан, вăл пуçлăх тивĕçĕсене пурнăçланă. Пирĕн ялăн иккĕмĕш ячĕ шăпах унăн ячĕпе çыхăннă пулмалла. Каярах çак ят пур çĕрте те çирĕпленнĕ. Апла пулин те ялăн икĕ тĕрлĕ илемлĕ ятне манмалла мар: «Васильевка – Зиган торь» е «Васильевка – Зиган тож».

Вадим АНДРЕЕВ таврапĕлÿçĕ.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас