Урал сасси
+10 °С
Ясно
Истори страници
6 Сентября , 06:00

Суданра пирамидăсем Египетпа танлаштарсан икĕ хут нумайрах

Мĕнле çĕршыва, сирĕн шухăшпа, пирамида патшалăхĕ тесе пулать? Пуçа çийĕнчех Египет çĕршывĕ килет, анчах та вăл тĕрĕс мар.

Добавить в предпочтительные источники Google
Суданра пирамидăсем  Египетпа танлаштарсан икĕ хут нумайрахСуданра пирамидăсем  Египетпа танлаштарсан икĕ хут нумайрах
Суданра пирамидăсем Египетпа танлаштарсан икĕ хут нумайрах

Судан Республикинче (Африкăн Çур çĕр Хĕвел тухăç енче) 255 пирамида пур, вĕсене Египет çыннисем хăйсен пирамидисене тума чарăннă хыççăн 800 çул иртсен Мероит патшалăхĕн ертÿçисем хăпартнă. Египетра пурĕ 138 пирамида çеç пур. Суданти (ытларах вĕсене нуби пирамидисем теме хăнăхнă) сооруженисем калăпăшпе пĕчĕкрех тата вĕсене час-часах çаратнă пулсан та пурпĕр вĕсем пуян капăрлă.
Кăнтăр Америкăри индеецсем – майя, ацтек, ольмек тата ытти халăхсем пĕрле 51 пирамида çеç хăпартнă. Ахăртнех, вĕсене уйрăм патшасен вил тăприсене упрама мар, храм валли тунă пулнă.

Автор:Инга Алексеева