Виççĕмĕш курсра вĕренекен Алексей Черво студент хăйĕн университетри вĕренĕвне пачах урăхла курнă. Вăл ытларах вăхăта вĕренÿ кĕнекисемпе ларса ирттермелле пулĕ тесе шутланă. Чăннипе вара производительсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама тивнĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен чăх тислĕкĕнче те чакаланма тивет. Ку, паллах, шÿт çеç. Тĕпчевсен пĕтĕмлетĕвĕсем чăн та тĕлĕнтереççĕ. Пĕр килограмм тислĕкрен 50 грамм тутлăхлă япала тухать. Унтан юлакан каяшĕсемпе те усă курса пулать.
- Каяшсăр производство пулса тухать. Тислĕкрен белок туса илетпĕр те ытти удобрени валли каять, - ăнлантарса парать Пушкăрт патшалăх биологи факультечĕн студенчĕ Алексей Черво.
- Çакăн пек, пĕрре пăхсан айван шухăш, ăсчахсен пуçĕсенче бройлер чăхсен апат шăратакан системин çитменлĕхĕсем пуррипе çуралнă. Бройлерсен организмĕнче белоксем пĕтĕмпех пайланмаççĕ те, ирĕлмеççĕ те. Вĕсен 30 проценчĕ пачах та шăранмасть, - каласа парать Гульшат Валеева корреспондент.
Чăх-чĕп фабрикисен çывăхĕнче пурăнакан çынсем тислĕке анасем çине тăкнине пĕрре мар курнă. Паллах, каяшран сарăлакан ырă мар шăршă пурне те канăçсăрлантарать. Тен, ăсчахсен çĕнĕлĕхĕ производительсемпе вырăнти халăха мирлешÿ патне илсе çитерĕ?
Тĕпчевсен пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Çитес çур çулта ăсчахсем белокран уйăрнă чăх-чĕп апат хутăшĕпе ĕçлĕç. Биологсем çĕнĕлĕхе производство масштабне кăларас тесен виçĕ çул та иртме пултарать тесе çирĕплетеççĕ.