Урал сасси
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
13 Октябрӗн 2022, 10:05

«Ылтăн кĕркунне» куравăн Гран-прине çĕнсе илнĕ

Мускавра октябрь уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче иртнĕ куравра Пушкăртстан предприятийĕсем 118 медаль илме тивĕçнĕ.

«Ылтăн кĕркунне» куравăн  Гран-прине çĕнсе илнĕ
«Ылтăн кĕркунне» куравăн Гран-прине çĕнсе илнĕ

ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан черетлĕ «Ылтăн кĕркунне» Раççей агропромышленность куравĕн Гран-прине илме тивĕçнĕ. Форумăн пысăк наградине республика çулсерен çĕнсе илме мехел çитерет.
Кăçал регион стенчĕ хăйне евĕрлĕ дизайнпа тата продукцисен пуянлăхĕпе уйрăлса тăнă. Пушкăртстан куравра чи пысăк экспозици (200 тăваткал метр ытла) хатĕрленĕ. Хальхинче стенда хурт-хăмăр стильне пăхăнса тунă. Çакна «АпиМир» Пĕтĕм тĕнчери хурт-хăмăрçăсен пĕрлĕхĕн форумне Ĕпхÿ хулинче ирттернипе çыхăнтарнă.
Пушкăртстанăн предприятийĕсемпе учрежденийĕсем куравăн отрасль конкурсĕсене пуçаруллă хутшăннă. Вĕсем 118 медаль илме пултарнă: 67 – ылтăн, 37 – кĕмĕл, 14 – пăхăр.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: