Урал сасси
+14 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
7 Декабрӗн 2022, 15:20

Пушкăртстан студенчĕсем Шупашкарти фестивале хутшăннă

Ĕпхÿри наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем «Çын. Гражданин. Ăсчах» («Человек. Гражданин. Ученый») регионсем хушшинчи фестивале хутшăннă.

Пушкăртстан студенчĕсем Шупашкарти фестивале хутшăннă
Пушкăртстан студенчĕсем Шупашкарти фестивале хутшăннă

Мероприяти «NAUKA+» Пĕтĕм Раççейри наука фестивалĕ шайĕнче ноябрь уйăхĕн 7-12-мĕшĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ. Чăваш Республикинчи тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи аслă вĕрентÿ заведенийĕсен, техникумсемпе колледжсен студенчĕсем, аспирантсемпе магистрантсем, шкулсемпе лицейсен, гимназисен вĕренекенĕсем пĕр эрне хушши докладсемпе тухса калаçнă,  секци ларăвĕсенче тата наука конференцийĕсенче хăйсен инноваци проекчĕсене тăратнă, конкурссемпе олимпиадăсене, куравсене, ăс-тăнпа ĕç вăййисене, семинарсемпе мастер-классене, çавра сĕтелсене хутшăннă.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс-чăваш филологи тата журналистика факультетĕнче иртнĕ фестиваль «Чĕлхесем, литература тата тĕрĕк халăхĕн культури» шкул ачисемпе студентсем хушшинчи олимпиадăран пуçланнă. Çÿлерех асăннă филиалăн студенчĕсем лайăх кăтартусем тунă. Кристина Никифорова (3 курс), Анфиса Салихова (4 курс), Карина Григорьева (5 курс) виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Чăваш филилогийĕн тата культурин чи çивĕч ыйтăвĕсем» студентсен наукăпа практика конференцийĕнче Константин Петров (2 курс), Кристина Никифорова (3 курс), Анфиса Салихова (4 курс), Анастасия Федорова (4 курс), Карина Григорьева (5 курс) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Студентсене олимпиадăпа конференцине Лариса Коротаева доцент хатĕрленĕ.

«Çын. Гражданин. Ăсчах» студентсемпе çамрăксен фестивалĕнче мала тухнисене саламлатпăр. Малашне те вĕренÿре, наукăпа пултарулăх ĕç-хĕлĕнче çитĕнÿсем тума сунатпăр.    

Пушкăртстан студенчĕсем Шупашкарти фестивале хутшăннă
Пушкăртстан студенчĕсем Шупашкарти фестивале хутшăннă
Пушкăртстан студенчĕсем Шупашкарти фестивале хутшăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: