Урал сасси
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
16 Августӑн 2023, 10:05

«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ

Баймак районĕнче август уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче «Пушкăрт лаши» («Башкорт аты») иккĕмĕш хут фестиваль иртнĕ. Кăçал ăна тĕнче шайĕнче йĕркеленĕ – унта çичĕ çĕршыв хутшăннă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пулса иртнĕ мероприятие пысăк хак панă. Хăйĕн телеграм-каналĕнче Баймак çыннисене тараватлăхшăн тав тунă.

«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ
«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ

«Эпир фестивале вĕçĕ-хĕррисĕр, илемлĕ вырăнта – Пушкăртстанăн Баймак районĕнче – ирттеретпĕр. Пысăк тав ырă кăмăлшăн тата тараватлăхшăн Баймак тăрăхĕнче пурăнакансене тата Урал леш енчи районсенчи çынсене. Йĕркелекенсене вара мероприятие çÿлле шайра ирттерме пултарнăшăн. Пушкăртстан яланах аталанакан, çирĕп тата вăйлă республика пулса юлать. Пурне те тав! Çитес çул «Пушкăрт лаши» виççĕмĕш фестивальте тĕл пуличчен!» тесе çырнă телеграм-каналта регион ертÿçи.
Фестиваль иккĕмĕш хут Графское кÿлĕ хĕрринче иртнĕ. Уява лаша пăхакансем, лаша ĕрчетессипе ĕçлекен специалистсемпе ăсчахсем, илемлĕ ĕçлев путарулăхĕн ăстисем, ремесленниксем, художниксем, пултарулăх коллективĕсем, фольклористсем, этнографсем, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем килсе çитнĕ. Сумлă хăнасем Пĕрлешÿллĕ Араб Эмирачĕсенчен, Азербайджанпа Турцирен, Казахстанпа Киргизинчен, Узбекистанпа Белоруссинчен пулнă. Çавăн пекех Раççейри ытти регионсенчи (Чечен, Дагестан республикисенчен, Рязань, Эрĕнпур тата Челябинск облаçĕсенчен) лашапа кăсăкланакан ăстасем те пухăннă.
Фестивалĕн савăнăçлă та хумхануллă саманчĕсенчен пĕри вăл – мероприятин иккĕмĕш кунĕнче пушкăрт лаши Роспатент свидетельствине илме тивĕç пулни. Çакă регионшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. «Чăн малтан пушкăрт лаши сайра йышши пулнине çирĕплетет. Çак ăрат пирĕн территорире тĕрлĕ факторсен (кунта географине, климата, çынсемпе хутшăннине шута илмелле) витĕмĕпе чăмăртаннă. Çакă унăн пахалăхне кăтартса пачĕ. Кунта шанчăклăх, çирĕплĕх, чăтăмлăх тата тĕрĕслĕх енĕсене палăртмалла», – тенĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров свидетельствăна алла илне май.

Сăн ÿкерчĕксене Роспатент сайтĕнчен (https://vk.com/rospatent22) илнĕ.

«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ
«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ
«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ
«Пушкăрт лаши» фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: