Раççейри ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров Пушкăртстан чикĕ леш енчи патшалăхсемпе çыхăнăва çирĕплетес ĕçре пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
- Пĕтĕм тĕнчери мероприятисене ирттерме майсем тунăшăн хаклатпăр. Çитес çулта Раççейпе Казахстан хушшинчи çыхăну форумне лайăх йĕркелессе шанатпăр. Унта икĕ çĕршыв ертÿçи хутшăнĕç, - тенĕ Сергей Лавров. – Эсир ЮНЕСКО ĕçне хастар хутшăнни пире пулăшу кÿрет. Раççей Федерацинчи ЮНЕСКО ĕçĕсен енĕпе ĕçлекен правительство комиссине мана ертсе пыма шаннă. Çавăнпа тунă çитĕнÿсем куç умĕнче, эпир вĕсене лайăх куратпăр.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Сергей Лавров Радий Хабирова «Пĕтĕм тĕнчери ĕçлĕ çыхăнăва тÿпе хывнăшăн» кăкăр çине çакмалли паллăпа наградăланă. Регион ертÿçи Раççейри ют çĕршыв ĕçĕсен министрне Сергей Лаврова тав тунă, тулашри экономика çыхăнăвĕсене çирĕплетесси республикăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Радий Хабиров журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, асăннă награда пĕтĕм республикăн çитĕнĕвĕ тесе пĕлтернĕ. Пушкăртстанăн Белорусси, Турци, Казахстан, Иран çĕршывĕсемпе пĕрле пурнăçлакан проектсем нумай. Китай Халăх Республикипе те çыхăну аталанать.