Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
5 Апрелӗн , 16:45

Пушкăртстанри 11 шкул ачи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтернĕ

Республикăри шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсен олимпиадинче çĕнтерÿçĕсен тата призерсен шутне кĕнĕ.  Çак савăнăçлă хыпара регионти вĕрентÿ тата наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри 11 шкул ачи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтернĕ
Пушкăртстанри 11 шкул ачи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра çĕнтернĕ

«Паян эпир хамăрăн вĕренекенсемшĕн савăнатпăр. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче право тата астрономи енĕпе çĕнтернĕ. Пушкăртстан Республикин  - виçĕ абсолютлă çĕнтерÿçĕ, виçĕ çĕнтерÿçĕ тата пилĕк призер», - тесе çырнă вăл социаллă сетьсенче.

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, тăххăрмĕш класс параллелĕнче Ĕпхÿ хулинчи 39 № гимназинчи 9-мĕш класра вĕренекен  Камилла Нурисламова право предмечĕпе абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Марат Зайнуллинпа (Ĕпхÿри 94№ лицей, 7-мĕш класс) Давид Шакиров (Нефтекамскри 1№ гимнази, 8-мĕш класс) призерсен шутне лекнĕ.

Вуннăмĕш класс параллелĕнче Бирскри 1№ шкулти Ангелина Яндыганова (10-мĕш класс) абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулнă. Ĕпхÿри 91№ гимназинчи 10-мĕш класра вĕренекен Андрей Жук призер ята илме ăс-тăн çитернĕ.

Вун пĕрмĕш класс параллелĕнче Ĕпхÿри 39№ гимнази вĕренекенĕ Арсений Ганцев абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Октябрьски хулинчи 10 № шкулти Аделя Моисеева, Çтерлĕри 5№ гимназири Роберт Рахматуллин, Туймазăри 7№ шкулти Аделия Хайруллина  вара – çĕнтерÿçĕсем.

Ĕпхÿри 93 № физикăпа математика лицейĕн вĕренекенĕсем Карим Бурнашевпа Амир Идиатулин астрономипе тăххăрмĕш классем хушшинче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин призерĕсем ята тивĕçнĕ.

Раççей шайĕнчи олимпиадăн çĕнтерÿçĕ тата призер дипломĕ пысăк награда шутланать. Унпа усă курса шкул ачисем аслă шкулсене хăйсен профилĕпе экзаменсем тытмасăр вĕренме кĕме пултараççĕ. Çак çăмăллăхпа абитуриент ăна илнĕ хыççăн тăватă çул хушши усă курма пултарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: