Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
15 Июлӗн , 11:15

Пушкăртстанри шкул ачисен команди пĕтĕм тĕнче шайĕнчи турнирта çĕнтернĕ

Пушкăртстанри шкул ачисен команди «Алма-Атари физика тытăçăвĕ» («Алматинские физические бои») пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва хутшăнса лайăх кăтартусемпе таврăннă.

Пушкăртстанри шкул ачисен команди пĕтĕм тĕнче шайĕнчи турнирта çĕнтернĕ
Пушкăртстанри шкул ачисен команди пĕтĕм тĕнче шайĕнчи турнирта çĕнтернĕ

Турнир пĕр эрнене яхăн тăсăлнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика команди чи лайăх пилĕк команда шутне лекнĕ.

«93№ физикăпа математика лицейĕнче вĕренекен Карим Бурнашев тата Амир Идиатулин республика чысне хÿтĕленĕ. Вĕсен вĕрентекенĕ Анна Федоровна Шишкина шутланать. Тĕнче шайĕнчи ăмăртуран çакăн пек кăтартупа таврăнни савăнтарать. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр! Малашне те аçăр-аннĕрсене тата ыттисене хăвăрăн çитĕнĕвĕрсемпе савăнтарăр», - тесе çырнă хăйĕн социаллă сечĕсенче Ĕпхÿ хулинчи Октябрьский район администраци  пуçлăхĕ Сергей Плотников.

Маларах пĕлтернĕччĕ, Пушкăртстанра çакăн йышши олимпиадăсенче çĕнтернĕ шкул ачисем 100 пин тенкĕ укçана тивĕçеççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: