Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
28 Сентябрӗн , 10:50

Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр - Раççейре чи лайăххи

Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр (МФЦ) пĕтĕм Раççейри конкурсра виçĕ номинацинче – «Çĕршыври чи лайăх регионти пысăк МФЦ сечĕ», «МФЦăн чи лайăх проекчĕ» тата «МФЦăн чи лайăх универсаллă специалисчĕ» - çĕнтернĕ. Çакăн çинчен социаллă сетьсенче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр -  Раççейре чи лайăххи
Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр - Раççейре чи лайăххи

Çавăн пекех вăл çак ырă пулăм МФЦ тытăмне аталантарма планпа тата çине тăрса тунă ĕçсен кăтартăвĕ пулнине палăртнă.

«Офиссене тĕрлĕ категорине кĕрекен çынсем валли хăтлă тума тăрăшатпăр, татса памалли ыйтусен шутне ÿстеретпĕр, электронлă патшалăх пулăшăвĕ парасси çине куçатпăр. Кашни çул нумай функциллĕ центрсем 3 миллион ытла çынна йышăнаççĕ. Пурĕ пирĕн 77 МФЦ тата 443 территорири уйрăм подразделени ĕçлет. Çак пысăк командăна вĕсен ĕçĕшĕн тав тăватăп», - тенĕ регион ертÿçи.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр -  Раççейре чи лайăххи
Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр -  Раççейре чи лайăххи
Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр -  Раççейре чи лайăххи
Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр -  Раççейре чи лайăххи
Пушкăртстанри нумай функциллĕ центр - Раççейре чи лайăххи
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: