Пур хыпар та
10
Çитĕнÿсем
18 Мартӑн , 10:46

«Сĕт кухнин» продукцине 27,9 пин ытла çын тулевсĕр илнĕ

2024 çулта Пушкăртстанра «Сĕт кухнин» продукцине 27,9 пин ытла çын тÿлевсĕр тивĕçнĕ.

«Сĕт кухнин» продукцине 27,9 пин ытла çын тулевсĕр илнĕ
«Сĕт кухнин» продукцине 27,9 пин ытла çын тулевсĕр илнĕ

Пурĕ пилĕк çул хушшинче сĕт апатне 100 пин ытла çын илнĕ. Çакăн çинчен  правительствăри канашлура пĕлтернĕ.

Çăмăллăхсемпе усă куракан категорие йывăрлă хĕрарăмсем, сахал тупăшлă çемьесенчи виçĕ çул тултарман ачасем, СВО салтакĕсен  ачисем тата опекăри ачасем кĕреççĕ. 2025 çулта çавсен шутне ятарлă çар операцин ветеранĕсене те кĕртнĕ. Эппин,  продукцие тата 1,5 пин çын илет.

Пурĕ Пушкăртстанра çичĕ производсто тата 132 продукцие салатакан вырăн ĕçлет. Кăçал организаци 1634 тонна сĕтрен продукци тума палăртать. Лавкка сентрисенче тĕрлĕрен сĕтпе тăпăрч, хăйма тата кефир та курма пулать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: