Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
30 Июнӗн 2025, 13:00
1

«Пушкăртстан» хăна çурчĕ пилĕк çăлтăра тивĕçнĕ

Ĕпхÿ хулинче вырнаçнă «Пушкăртстан» хăна çуртне официаллă майпа пилĕк çăлтăрлă отель тесе йышăннă.

«Пушкăртстан» хăна çурчĕ пилĕк çăлтăра тивĕçнĕ
«Пушкăртстан» хăна çурчĕ пилĕк çăлтăра тивĕçнĕ

Çак çитĕнĕве ятарлă пысăк программăна пурнăçа кĕртсе инфраструктура тытăмне тата сервис шайне ÿстернине пула тума пултарнă тесе пĕлтернĕ ПР Предпринимательствăпа туризм министерствинче.

Сертификаци ĕçне тунă чухне хăна çурчĕн техника аспекчĕсене ÿстернине çеç мар, хăнасене кĕтсе илнĕ чухне тараватлă та тимлĕ пулмаллине те асра тытнă. Çавна пула сервис стандартне çĕкленĕ, профессионалсен командине йĕркеленĕ, çăмăллăх памалли ĕçсен йышне ÿстернĕ. Кунта çĕнĕ категориллĕ номерсем хатĕрленĕ, хăнасене талăкĕпех мĕнпур кирлĕ условисемпе тивĕçтерессине, трансферпа гастрономи сĕнĕвесене шута илнĕ. Çапла майпа «Пушкăртстан» хăна çурчĕ хăйĕн историри хаклăхне сыхласа хăварнă тата пилĕк çăлтăрлă комплекса çаврăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас