Çитĕнÿсем
8 Сентября 2025, 10:30

Сибай пĕтĕм тĕнчери алăстисен хули статуса тивĕçме пултарать

Ĕпхÿ хыççăн Сибай муниципалитечĕ те пĕтĕм тĕнчери алăстисен хули статуса тивĕçме пултарать. Çакăн пирки ПР тулашри экономика çыхăнăвĕсен тата конгресс ĕçĕ-хĕлĕн министрĕ Маргарита Болычева пĕлтернĕ.

Сибай пĕтĕм тĕнчери алăстисен хули статуса тивĕçме пултаратьСибай пĕтĕм тĕнчери алăстисен хули статуса тивĕçме пултарать
Сибай пĕтĕм тĕнчери алăстисен хули статуса тивĕçме пултарать

Çак ыйтăва «Зауралье-2025» инвестици сабантуйĕнче пăхса тухнă. Шăпах кунта World Craft Council International (WCC)  Пĕтĕм тĕнчери алăстисен канашĕн делегацийĕ килсе çитнĕ. Унăн президенчĕ - Саад аль-Каддуми. Организаци представителĕсем Урал леш енчи чул касакансен ăсталăхне тивĕçлипе хак панă, «Экспорт национальной культуры: камнерезное искусство как метод мягкой дипломатии» секци-аукциона хутшăннă.

Ĕпхÿ Раççейĕн пĕрремĕш хули пулса çакăн йышши статуса тивĕçнĕ. Алăстисен хулисем списока 2014 çулта йĕркелеме пуçланă, паянхи кун унта Иранпа Инди, Китайпа Казахстан , Узбекистанпа ытти патшалăхсен 67 хули кĕнĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас