Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
19 Мартӑн , 18:00

Хĕрарăм вăйĕн çитĕнĕвĕ

«Чăваш  хĕрарăмĕсем пур ҫĕрте те маттур, вĕсем пултаруллă, ăс-хакăл тĕнчи пуян, калама ҫук питĕ ăста ҫынсем» тесе ахаль каламаççĕ. Ку чăннипех те çапла. «Хĕрарăм – наци амăшĕ» X Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалне  тухнă тата тепĕр чăваш хĕрарăмĕ – Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче пурăнакан Елена Иванова. Вăл «Культура» номинацинче палăрнă.  

Хĕрарăм вăйĕн çитĕнĕвĕ
Хĕрарăм вăйĕн çитĕнĕвĕ

Елена Владимировна хăй вăхăтĕнче учитель пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл ялти культура вучахне сÿнме памасть. Пултаруллă хĕрарăм ял çыннисем валли интереслĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Унсăр пуçне вăл Пишкайăн ял хутлăхĕнчи хĕрарăмсен канашне ертсе пырать, хăй тавра хастар та ырă кăмăллă хĕрарăмсене пуçтарать. Вĕсем – чăн-чăн патриотсем, фронта май пур таран пулăшаççĕ, маскировка сечĕсем çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, салтаксем валли чей пуххисем хатĕрлеççĕ, ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ.

Елена Владимировна чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене типтерлĕн упрать. Ăна кирек мĕнле ĕçре те ачисемпе юратнă мăшăрĕ пулăшса пыраççĕ.

«Чаплă уява йĕркелекенсене чунтан тав тăватăп. Эсир чăннипех те ăшă, çутă та хавхалану туйăмĕ парнелекен лару-тăру йĕркелеме пултартăр.

«Хĕрарăм – наци амăшĕ» X Пĕтĕм Раççейри конкурсăн финалне тухнисен хушшинче пулма май килни, пысăк наградăна тивĕçни маншăн пысăк чыс шутланать. Çакă манăн çемьен, юлташсен тата пĕтĕм районăн çĕнтерĕвĕ.

Асăннă награда мана вăй-хăват парать, общество ĕçне малалла та илсе пыма  хавхалантарать. Анчах çак чаплă лару-тăрура чи пĕлтерĕшли çинчен калас  килет. Манăн чи пысăк ĕмĕт – часах тăнăç пурнăç çиттĕрччĕ. Ывăлсемпе пиччесем, мăшăрсемпе аттесем киле ырă-сывă таврăнччăр», - тесе çырнă Елена Владимировна хăйĕн социаллă сечĕсенче.

   

Хĕрарăм вăйĕн çитĕнĕвĕ
Хĕрарăм вăйĕн çитĕнĕвĕ
Хĕрарăм вăйĕн çитĕнĕвĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас