«Ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем, регион пĕлтерĕшлĕ уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территориĕсем çинче, çулсем хĕрринче, кÿлĕсемпе юханшывсем çывăхĕнче, ял тата хула хутлăхĕсен территорийĕсенче, коммерциллĕ мар сад-пахча обществисенче, кирек камăн харпăрлăхĕнче шутланакан организацисемпе предприятисен лапамĕсем çинче, çÿп-çап тăкакан вырăнсенче кăвайăтсем чĕртме, пушар кăларма пултаракан ĕçсем тума юрамасть», - тесе палăртнă ПР Пуçлăхĕн хушăвĕнче.
Унсăр пуçне ялсемпе хуласен территорийĕсенче, коммерциллĕ мар сад-пахча обществисенче, ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсем çинче тăтăшах пушар лару-тăрăвĕ пирки мониторинг ирттермелле, муниципаллă пĕрлĕхсенче патрульпе маневр ушкăнĕн ĕçне йеркелемелле. Вĕсем инкек сиксе тухассине сăнаса тăрĕç, вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.
Çунакан типĕ çÿп-çапа, курăка, çулçăсене уйрăм ятарлă вырăнсемпе контейнерсене е михĕсене пуçтармалла.
Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çынсем канакан вырăнсенче, сад-пахча обществисенче çак çÿлерех асăннă хушусене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес тĕллевпе рейдсем ирттерĕç.
Регион ертÿçин хушăвĕнче пушар сÿнтермелли хатĕрсем, çав шутра шыв турттармалли транспортпа çĕр чавмали механизсем, пулмалли çинчен те каланă.
Пушкăртстанри Вăрман хуçалăх министерствине вăрмансенче пушара хирĕç кĕрешмелли тата унтан сыхланмалли федераллă тĕрĕслев мерисене çирĕплетме хушнă.
Юрий СНЕГОПАД.