Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
21 Июлӗн 2022, 09:09

Алкоголь шĕвекĕ ĕçсе вилнисен шучĕ 4 хут чакнă

Пушкăртстанра суррогатлă алкоколь напитокĕсем ĕçсе вилнисен шучĕ 4 хут чакнă. Закона пăсса алкоголь продукцийĕ сутакансемпе мĕнле кĕрешни çинчен республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров каласа панă.

Алкоголь шĕвекĕ ĕçсе вилнисен шучĕ 4 хут чакнă
Алкоголь шĕвекĕ ĕçсе вилнисен шучĕ 4 хут чакнă

- Çакăнпа эпир тăваттăмĕш çул кĕрешетпĕр. Лайăх кăтартусем пур, енчен те 2018 çулта суррогатлă алкоголе пула 211 çыннăн пурнăçĕ татăлна пулсан, 2021 çулта – 57 тĕслĕх. Урăхла каласан 4 хута яхăн чакнă. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ çемьесене сыхласа хăвартăмăр! Мĕн чухлĕ ачасем валли тулли çемьере çитĕнме, урă аттесемпе вăхăта ирттерме, вĕсемпе футбол выляма, пĕрле кинона çÿреме, уроксем тума майсем туса патăмăр,- тесе çырнă регион ертÿçи хăйĕн Телегам-каналĕнче.

Алкоголе сутассипе тата легальлĕ мар алкоголе хирĕç кĕрешессипе çыхăннă ыйту çăмăл ыйту мар, унтан та ытларах эпетлĕхлĕ (деликатный) тесе шутлать Радий Хабиров.

- Алгоколь продукцине сутнă чухне ытла та çирĕп йĕрке тунăшăн мана тăтăшах пĕр енчен предпринимательсем, тепĕр енчен халăх критиклеççĕ. Сăмахран, сабантуйсем ирттернĕ кунсенче, Çамрăксен кунĕнче, Çĕнĕ çул уявĕнче хаяр шĕвеке сутлăха кăларма чаратпăр, ятарла режим çирĕплететпĕр. Эпир çакна çынсен ырлăхĕшĕн тунине Турă курать вĕт, - тенĕ вăл. -  Пахалахĕпе начар эрех-сăра ĕçсе наркăмашланса вилнисене эпир пурте курнă. Пирĕн ялсенче хăшĕ-пĕрисем пĕр именмесĕр хăйсен кÿршисенех суррогатлă эрех сутнине те пĕлетпĕр.

Çав тĕллевпех республикăра «Урă ял» («Трезвое село») проект ĕçле пуçланă. Унта мĕнпур район хутшăнать, çав шутра пысăках мар ялсем те. Виçĕ çул хушшинче муниципалитетсен шайĕнче 150 ял çĕнтернĕ, республикипе  - 27.

- Республикăра чылайăшсем урă пурнăç йĕркине суйласа илни савăнтарать. Çынсем спортпа туслă, фестивальсемпе ăмăртусем ирттереççĕ, манăçа тухнă ал ĕçĕсене (ремесло) каялла тавăраççĕ, ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре тăрăшаççĕ, уявсем йĕркелеççĕ. Унтан та ытларах ялсемпе саласенче пурăнакансем хайсем тĕпленнĕ вырăнсенче алгоколь продукцине сутма чарма ыйтаççĕ, - оптимистла пĕтĕмлетÿ тунă Пушкăртстан Пуçлăхĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: