Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
23 Ноябрӗн 2022, 11:00

Салават Юлаев батальонне боецсене йышăнаççĕ

Хăйсен ирĕкĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен виççĕмĕш Салават Юлаев ячĕллĕ батальонĕ йĕркеленсе çар хăнăхăвĕсене вĕренес ĕçе пуçланă.

Салават Юлаев батальонне  боецсене йышăнаççĕ
Салават Юлаев батальонне боецсене йышăнаççĕ

Унăн йĕркелÿçи Артур Юмагужин полковник доброволецсене çар ĕçне ятарлă çар операцийĕнче пулса пысăк опыт пухнă чи лайăх инструкторсем вĕрентнине пĕлтернĕ. Хăй ирĕкĕпе çара каякансем маларах алла илнĕ хăнăхусене аса илсе çĕннисене вĕренеççĕ, çĕнĕ хĕç-пăшалсене хăнăхаççĕ. Çав шутра паянхи саманапа килĕшÿллисене те, хальхи çапăçу тактикине те вĕренеççĕ. Боецсене пурăнма хăтлă условисем туса панă, пахалăхлă апатлану йĕркеленĕ.
– Тăван çĕршыв пĕлтерĕшне лайăх ăнланакан харсăр çынсене, уйрăмах вăй тытăмĕнче (силовые структуры) служба иртнĕ ветерансене чĕнсе калатăп. Тăвансем, эсир татах кирлĕ, эпир сире хамăр ретре кĕтетпĕр. Батальона боецсем йышăнасси вĕçленмен. Сире çак адреспа: Бульвар Славы, 6-мĕш çурт, кĕтетпĕр.
Çак ыйтупах пирĕн редакцине ПР регионти чăвашсен Канашĕн ветерансемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен комисси председателĕ Борис Гордеев шалти ĕçсен министерствин отставкăри полковникĕ те тухрĕ. Борис Ефимович батальон йышне чăваш арĕсене тăма чĕнсе калать.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Салават Юлаев ячĕллĕ батальон Росгварди çарĕсен йышне кĕрет. Республика батальона пулăшса, мĕн кирлипе тивĕçтерсе тăрать, çав шутра техникăпа та, тумтирпе те. Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пур майпа та пулăшаççĕ. Батальон йышне 50 çула çитичченхи тĕреклĕ вăй-халлă, Тăван çĕршыва юратакан арçынсене йышăнаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: