Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
26 Апрелӗн 2023, 15:15

Çулталăк пуçланнăранпа çул çинчи 26 пин путăк-шăтăка «сапланă»

Январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çул-йĕр инфраструктури шайĕнче ĕçсене тума палăртакан тата вĕсене еплерех пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан система Пушкăртстанри регион тата муниципалитет  пĕлтерĕшлĕ çулсем çинчи 32,8 пин путăк-шăтăка шута илнĕ, вĕсенчен 26,2 пинне юсанă. Çакăн пирки регионти Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтернĕ. 

Çулталăк пуçланнăранпа çул çинчи 26 пин путăк-шăтăка «сапланă»
Çулталăк пуçланнăранпа çул çинчи 26 пин путăк-шăтăка «сапланă»

- Иртнĕ кану кунĕсенче республикăра регион тата муниципалитет пĕлтерешлĕ çулсем çинчи 895 путăк-шăтăка «сапланă». Асăннă çулсем çинчи 1011 кăлтăка ĕçсене тума палăртакан тата вĕсене еплерех пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан система шута илнĕ,  - тенĕ транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Александр Клебанов.

Министерство палăртнă тăрăх, путăк-шăтăксене юсассипе çыхăннă ĕç талăкĕпех пырать. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: