Шăпах çак ыйтусене «Ĕçшĕн! Калаçар» («За дело! Поговорим») программăн çĕнĕ кăларăмĕнче сÿтсе явнă та. Эфир вăхăтĕнче Çтерлĕ районĕнчи Наумовка ялĕнчи модельлĕ библиотекăпа паллаштаракан сюжетсене кăтартнă.
Программа ОТР каналта июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче эфира тухнă. Кăларăмăн теми «Кĕнекесем мĕншĕн кирлĕ?» ыйтупа çыхăннă. Студие кĕнекене пула пĕр тĕвве пĕрлешнĕ геройсем пухăннă: Раççейри патшалăх библиотекин тĕп директорĕ Вадим Дуда, Ломоносов ячĕллĕ МПУ профессорĕ, биологи наукисен докторĕ Вячеслав Дубынин нейрофизиолог, «Экономикăн аслă шкулĕ» Наци тĕпчев университечĕн профессорĕ Виталий Куренной философ-культуролог, «ЛитРес» компанисен ушкăнĕн шеф-редакторĕ Екатерина Писарева.
Программăна хутшăнакансем паянхи çамрăксемшĕн кĕнеке пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă, вĕсенче кĕнеке вулас туртăма вăратас тесен мĕн тумалли, çынсем кĕнесем вулаччăр тесен çыхăнусене мĕнле йĕркелемелли çинчен калаçнă. Наталия Макарова аслă библиотекарь тÿрĕ эфирта Наумовкăри модельлĕ библиотека ĕçĕ-хĕлĕ, ял çыннисем хăш кĕнекесене вулама юратни çинчен каласа панă.
- Наумовкăри модельлĕ библиотека – çынна пултарулăх тата ăс-тăн енчен аталантармалли çемье центрĕ. Кунта тĕрлĕ пулăмпа çыхăннă программăсем, интереслĕ мероприятисем, тÿрĕ эфирсем иртеççĕ. Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хак пани, пире курни кăмăла çĕклет, эпир «Ĕçшĕн! Калаçар» программăна хутшăнма хавас, - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Татьяна Афанасьева.