Атăлçи федераллă округăн полномочиллĕ представителĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Пелепейре тăлăх ачасене патшалăх шучĕпе 15 хваттер уйăрса панă. Çак кунсенче ача çурчĕн 13 выпускникĕ Революционерсен урамĕнче вырнаçнă çуртсенчен пĕринче çĕнĕ хваттерлĕ пулнă. Алексей Касьянов шăпах унта çитсе курма шутланă. Вăл хваттерсенчи юсав ĕçĕн пахалăхне хак панă.
Çĕнĕ çуртри 33-35 тăваткал метрлă хваттерсенче таса отделка тунă. Нумайăшĕ хваттере çемйисемпех пурăнма куçаççĕ. Яна Кудряшова мăшăрĕпе ача çуратма хатĕрленет. Вăл ăшă та хăтлă хваттерпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Çурт таврашĕнчи территори те хăтлă та таса.
- Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăлăха тăрса юлнă ачасен çурт-йĕр прависене хÿтĕлес ыйту пур власть органĕн ĕçĕнче те тĕп вырăнта тăрать. Çурт-йĕр хăтлă, паянхи саманапа килĕшÿллĕ пулмалла, кулленхи пурнăç ыйтнине те тивĕçтермелле. Федераллă закона пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсем епле пынине сăнасах тăратпăр, лару-тăру кирлĕ пек йĕркеленмесен тÿрлетме тăрăшатпăр, - тенĕ тĕп федераллă инспектор.
Çавăн пекех вăл юлашки çур çулта президент приемнăйне виçĕ тăлăх ачаран çыру килнине пĕлтернĕ. ПР прокуратурипе пĕрле çурт-йĕр правине пăснине тĕрĕсленĕ, ĕçе суда ярса панă.