Министр сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун Пушкăртстанра тăлăх тата ашшĕ-амăшĕсен хÿттисĕр тăрса юлнă 10 609 ача пурăнать. Кăçал вĕсенчен 1200-не çемьесене вырнаçтарнă, вун çиччĕшĕ тăван çемйисене таврăннă.
- Тăлăх е ашшĕ-амăшĕсен хÿттисĕр тăрса юлнă ачана усрава илме кăмăл пур çемьесене ача амăшĕн капиталĕн виçипе танлашакан укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Пĕрремĕш ачана усрава илсен регион бюджетĕнчен 687 пин тенке яхăн, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн 775 пин тенкĕ ытла параççĕ. Сусăр ачана усрава илсен укçа-тенкĕн пулăшăвĕ тата 100 пин тенке ÿсет. Ку укçапа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, сипленме, усрава илнĕ ачан вĕренĕвĕшĕн тÿлеме пулать.