Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
29 Ноябрӗн 2023, 12:11

Радий Хабиров Пушкăртстан çыннисемпе «Тÿрĕ лини» ирттерĕ

Паян, ноябрь уйăхĕн 29- мĕшĕнче 19 сехетре, Пушкăртстан Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа «Тÿрĕ лини» иртĕ.

Радий Хабиров Пушкăртстан çыннисемпе «Тÿрĕ лини» ирттерĕ
Радий Хабиров Пушкăртстан çыннисемпе «Тÿрĕ лини» ирттерĕ

Хăвăра кăсăклантаракан ыйтăва «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче Радий Хабиров посчĕ айне (комментарий) çырса пулать. Социаллă сетьсенче «Тÿрĕ лини» пуçланиччен тата ун вăхăтĕнче те ыйтусене йышăнĕç. Радий Хабиров çынсен ыйтăвĕсене хурав панине БСТ, «Россия 24», «Башкортостан 24», «Вся Уфа» телеканалсенче кăтартĕç. Çавăн пекех трансляци «ВКонтакте», «Одноклассники» социаллă сетьсенче тата «Юлдаш», «Радио России» радиостанци эфирĕсенче иртĕ.

- «Тÿрĕ линие» кашни çул ирттеретпĕр. Ыйтусем яланах нумай.  Апла пулсан  та республикăра пурăнакансене кăсăклантаракан  пур çивĕч ыйту çине те хурав пама тăрăшатăп, - тенĕ Радий Хабиров.

Пĕрремĕш кунсенчех çынсенчен пин ытла ыйту çитнĕ, çав шутра видеоыйтусем те пур. Час-часах тĕл пулакан ыйтусем шутне çулсене, шкулсене, районти культура çурчĕсене юсассипе çыхăннисем кĕреççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: