Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
12 Кӑрлач , 14:30

Ача садĕнче гигиена нормисене пăхăнманнине шыраса тупнă

Тĕрĕслев ведомствин ĕçченĕсем Ĕпхÿ районĕнчи Таптыково ялĕнчи ача садĕнче санитари правилисене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Ача садĕнче гигиена нормисене пăхăнманнине шыраса тупнă
Ача садĕнче гигиена нормисене пăхăнманнине шыраса тупнă

Роспотребнадзорăн регионти специалисчĕсем  кунта гигиена нормисене пăхăнманнине асăрханă: çывăрмалли вырăн çителĕклĕ пулман, санитарипе эпидеми режимне илес пулсан  - вырăн таврашне хатĕрлесе çитермен тата ытти те.

«Прокуратурăпа пĕрле административлă мерăсем йышăнассипе материалсем хатĕрлеççĕ. Юридици сăпатне çитменлĕхсене тĕп тума сĕнÿсем панă», - ăнлантарса панă Роспотребнадзорăн Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕнче.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: