Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
24 Апрелӗн , 10:50

Асфальтпа бетон завочĕсем ĕçлеме пуçланă

Пушкăртстанра çул-йĕр ĕçченĕсем путăк-шăтăксене вĕри асфальтпа тултарма пикеннĕ. Ĕпхÿ тата Çтерлĕ хулисенче асфальтпа бетон завочĕсем ĕçлеме пуçланă.

Асфальтпа бетон завочĕсем ĕçлеме пуçланă
Асфальтпа бетон завочĕсем ĕçлеме пуçланă

Эрне вĕçĕ тĕлне хуласемпе районсенчи тата 15 завод хăйĕн ĕçне пуçарса ярĕ. Пĕтĕмĕшле путăк-шăтăк юсавĕ вăхăтĕнче 32 завод ĕçлĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров.

 - Заводсем ĕçлеме пуçламан вырăнсенче çулсене сивĕ асфальтпа юсаççĕ. Республикăпа муниципалитетсем хушшинчи çулсем çинчи 17 пин путăк-шăтăкран 12,5 пинне юсанă. Кăçал хĕл çăмăл килмерĕ, ăшă температура хыççăн кинет сивĕтнипе çул-йĕр юхăннă. Майĕпен çулсене йĕркене кĕртĕпĕр, - тесе палăртнă Радий Хабиров.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: