Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
ÇИВĔЧ ЫЙТУ
25 Июлӗн , 10:10

Радий Хабиров пушкăрт чĕлхине вĕренме пулăшакан мультфильм кăтартнă

Пушкăртстан пуçлăхĕ хăйĕн социаллă сечĕсенче «Әлифба» вĕренÿ мультсериалĕ пирки каласа панă. Ăна ачасене пушкăрт чĕлхине çăмăл та интереслĕ вĕренме пултăр тесе ÿкернĕ.

Радий Хабиров пушкăрт чĕлхине вĕренме пулăшакан мультфильм кăтартнă
Радий Хабиров пушкăрт чĕлхине вĕренме пулăшакан мультфильм кăтартнă

 - Шăпăрлансене пушкăрт чĕлхине çапла вĕрентмелле – интереслĕ те позитивлă . Паллашсамăр, Айгуль тата Айтуган. Вĕсем сирĕн ачăрсене пушкăрт алфавитĕнчи сас паллисем çинчен каласа парĕç.

«Әлифба» - 3-5 çулхи ачасем валли ÿкернĕ кĕске те позитивлă мультфильмсен серийĕ. Ăна фондран уйăрнă грант укçипе ÿкереççĕ. Проекта Камиль Бузыкаев ÿнерçĕ-карикатурист тата «Башкортостан» киностуди пулăшу панипе «Муха» студи хатĕрленĕ.

Сценаристсемпе ÿнерçĕсемсĕр пуçне серисене ÿкерес ĕçе ача-пăча психологĕсем, музыкантсем тата вĕрентекенсем хутшăнаççĕ. Унччен маларах асăннă мультфильмсене телевиденипе çеç кăтартатчĕç, халĕ социаллă сетьсенче тата проектăн официаллă ушкăнĕнче курма пулать. Ачăрсене кăтартма тăрăшăр, - сĕннĕ Радий Хабиров.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: