- Регион пĕлтерĕшлĕ çулсене указпа çирĕплетнĕ 50% таран йĕркене кĕртнĕ, агломераци çулĕсене – 85%. Çав шутра - Ĕпхÿ тата Çтерлĕ агломерацийĕсем. Владимир Путин 2030 çул тĕлне тĕп автомобиль çулĕсен хатĕрлĕхĕ 85% танлашмалла тесе тĕллев лартнăччĕ. Паянхи кун тĕлне республикăри тĕп çулсен хатĕрлĕхĕ вара 70 процента çитнĕ. Пушкăртстан Республикин команди пурнăçлакан проектсене те асăнса хăвармалла: Шуратăл юхан шывĕ урлă выртакан кĕпер, Ĕпхÿри Хĕвелтухăç енчен тухмалли çул. Кăçал вара М-7 автомобиль çулĕ çинчи пилĕк яла çаврăнса иртмелли проекта вĕçлĕпĕр, хута ярăпăр. Пушкăртстанра çул-йĕр инфраструктури аталанать. Ума лартнă çĕнĕ тĕллевсем те пур: М-7 çул тытăмне аталантармалла, - тенĕ Роман Новиков.
М-7 федераллă çул çинчи «Атăл» çĕнĕ объектăн вăрăмăшĕ 65 çухрăмпа танлашать. Вăл Илишпа Дюртюлĕ тата Чекмагуш районĕсем урлă выртать, пилĕк яла (Исаметовăпа Çÿлти Яркеево, Лаяштыпе Ишкарово тата Асяново) çаврăнса иртме май парать. Строительство ĕçĕсене 2024 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен вĕçлеме палăртаççĕ.
«Уралçум» Çул-йĕр управлени» федераллă учреждени ертÿçи Денис Абрамов каласа панă тăрăх, çĕнĕ çул çинче хăрушсăрлăх элеменчĕсене вырнаçтарĕç. Çавăн пекех унта сервис объекчĕсем те ĕçлĕç.